Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чир пирки калаçманни вăл çуккине пĕлтермест

Çулленех раштавăн 1-мĕшĕнче СПИДпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун иртет. ПНО Генеральнăй Ассамблейин 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчи ларăвĕнче йышăннă деклараци çакна хыпарлать: 2015 çул тĕлне Спид ВИЧĕ сарăлассине чармалла тата чире чакарса пыма тытăнмалла. Умри тĕллев - унпа сиенленмен çĕнĕ ăру çитĕнтермелле.

Çак кун пур çĕрте те ВИЧа пула чирлессине сирес тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин хушăвĕ­пе 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 1 - раштав уйăхĕн 1-мĕшĕсенче республикăра СПИДпа кĕрешмелли кун умĕн уйăхлăх ирттерме палăртнă. Çавна май сиплев учрежденийĕсен специалисчĕ­­сем халăха лекцисемпе калаçусене, тренингсене, "çавра сĕтелсене", ыйтусемпе хуравсене тематика каçĕ­­сене, вулавăшсенчи куравсене йыхравларĕç.

Чÿк уйăхĕн 29, 30-мĕшĕcенче респуб­ликăри СПИДа тата ерекен чирсене профилактикăлас, вĕсемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен центрта Уçă алăксен кунĕсенче кăмăл тăвакансем квалификациллĕ специалистсен консультацине тивĕçме, ята пĕлтермесĕр юн тĕрĕслеттерсе ВИЧ пурри-çуккине уçăмлатма пултарчĕç.

Чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче асăннă учрежденин тĕп врачĕ Алексей Щербаков республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ирттернĕ "çавра сĕтел" хушшинчи калаçура сăмах ВИЧ-инфекцирен асăрхаттарас, амак паллисене тупса палăртас тата сиплес пирки пычĕ.

Алексей Алексеевич палăртнă тăрăх - пирĕн республикăра Вич-инфекци тĕлĕшпе лару-тăру юлашки пилĕк çулта Раççейринчен /4,3 хут сахалрах чирлеççĕ тăнăçлăрах пулин те унпа инфекциленнисен йышĕ ÿссе пырать. Тĕслĕхрен, кăçалхи 10 уйăхра унашкаллисене çĕнĕрен 15% тупса палăртнă. Çак амака регистрацилеме тытăннăранпа кăçалхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕтĕмпе ВИЧ-инфекциллĕ 1449 тĕслĕ­хе шута илнĕ, çав йышран тĕрлĕ сăлтава пула 289 çын вилнĕ СПИДран - 71/. Унпа нушаланакансен хушшинче кумулятивлă кăтарту енĕпе арçынсем 56,8% шутланаççĕ, хĕрарăмсем - 43,2%* ÿсĕм енĕпе 20-29 çулсенчи çамрăксем ытларах, 53,8%. Çавăнпа пĕрлех 30-39 çулсенчисем ăна ытларах çаклатма пуçлани сисĕнет, кăçалхи 10 уйăхра вĕсен тÿпи 39,1% çитнĕ иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 33%/. Наркотик урлă ертекенсен йышĕ 42,7%, унпа иртĕхекен мĕн пур арçыннăн 80,9% асăннă амакпа чирлĕ. Хĕрарăмсем тĕпрен илсен çавсемпе ар çыхăнăвне кĕнĕ хыççăн ытларах чирлени палăрать.

ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕсем çу­­­ратакан ачасен йышĕ çуллен ÿсни сисчĕвлентерет: 2000 çултан пуçласа кăçалхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне ун пеккисем 206 пулнă тăк 13-шĕнне асăннă диагноза лартнă.

Паянхи кун тĕлне СПИД ВИЧĕ­пе кĕрешмелли вакцина шухăшласа кăларайман-ха, чирлисен кун-çулне çапах та хальхи медицина пулăшнипе тăсма май килет.

Юлашки вăхăтра СПИД пирки сахалрах калаçма тытăнчĕç. Ун çинчен шавламанни çапах та чир çуккине пĕлтермест. Апла тăк унпа пĕрлехи вăйпа кĕрешмелле, инкеке сирмешкĕн профилактика ĕçне çÿллĕ шайра тата пахалăхлă туса пымалла.

Ĕçлĕ тĕл пулăва вĕçленĕ май Алексей Щербаков журналистсен ыйтăвĕ­­сене туллин хуравларĕ.


 



"Хыпар"
03 декабря 2012
00:00
Поделиться
;