Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«Чĕмсĕр» чир ан сĕмсĕрлентĕр

«Паян пирĕншĕн, терапевтсен, эндокринологсен пĕрлĕхĕшĕн, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кун - Республикăри эндокринологи диспансерĕнче остеопороз профилактикин центрне уçрăмăр. Хальхи вăхăтра остеопороза нацин клиника сĕнĕвĕсене тата методика кăтартăвĕсене тĕпе хурса профилактикăлассишĕн, тĕрĕс палăртассишĕн тата сиплессишĕн яваплă консультаципе диагностика центрĕсем Раççей Федерацийĕн 40 регионĕнче кăна. Çапла вара Чăваш Ен те унпа пуянланчĕ: сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн хальхи çĕнĕ те кăткăс оборудовани туянма пултартăмăр. Вăл пулăшнипе чирĕн тĕрĕс диагнозне палăртма май килет», - тет ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ-эндокринологĕ, диспансерăн тĕп тухтăрĕ Татьяна Маркова.

Центрăн тĕп тĕллевĕ диагностика, сиплевпе консультаци тата профилактика тăвасси кăна мар, вăл хамăр хутлăхра остеопорозпа кĕрешессине пур енлĕн координацилесе тăрĕ.

Мĕншĕн-ха çак чире сиресси паянхи саманашăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ? Тĕнчере те унăн эпидемийĕ тесе палăртаççĕ. Тĕрĕссипе çакă медицинăпа социаллă пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕ шутланать. Юлашки 50 çулта халăхăн ĕмĕрĕ вăрăмланчĕ. Куншăн савăнмалла кăна. Çав вăхăтрах халĕччен пĕлтерĕшлĕ пулман чир-чĕр хăй пирки аса илтерме тытăнчĕ. Вĕсен шутĕнче - остеопороз та. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - унăн палăрăмĕсем 50 çултан иртнĕ кашни виççĕмĕш хĕрарăмăн тата кашни пиллĕкмĕш арçыннăн пур. Çак чирĕн юлашки тапхăрĕ - пĕçĕ шăммин мăкăрăлчăкĕ хуçăлни. Кун пек чухне çын пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăрать, хăй тĕллĕн пурăнаймасть, çын куçĕнчен пăхма тивет. Тĕрĕссипе пациентсен 30% сусăрланнă çулах пурнăçран уйрăлать.

Остеопороз - «чĕмсĕр» чир, хăй пирки систермест. Малтанласа пациентсем вăл пурри-çуккине пĕлмеççĕ те. Инкеке лекнĕ хыççăн кăна сăлтавĕ уçăмланать. Çапах та малтанхи палăрăмсăрах мар темелле пулĕ: çын лутраланса пыни, пĕкĕрĕлсе çÿреме тытăнни сисчĕвлентермелле.

Çĕнĕ центрта чирĕн тĕрĕс диагнозне лартаççĕ. Организмри кальци тата Д витамин концентрацине палăртма май паракан лаборатори методикисем пур. Чи пĕлтерĕшли - денситометри тĕпчевĕ.

Центр никĕсĕ çинче остеопорозлă пациентсен регистрне йĕркелеççĕ, кăтартусене ятарлă программăна вырнаçтарса специалистсем вĕсен сывлăхне 1-2 çул сăнаса тăраççĕ.

Çак чирĕн ыйтăвĕсене тĕпченĕ ĕнтĕ. Тĕрĕс палăртнă сиплев препарачĕсемпе врач хушнă пек усă курсан шăмă арканассине чарма кăна мар, ăна малтанхи шая лартма пулать. Чи пĕлтерĕшли - вăхăтра диагностикăласси тата сиплесси. Эндокринологи диспансерĕ çакнашкал препаратсене стационар валли кирлĕ чухлех туянать.

Центр асăннă диспансерта вырнаçни те ахальтен мар. Татьяна Маркова çирĕплетнĕ тăрăх - организмра минерал улшăнăвĕпе çыхăннă амак эндокринологи чир-чĕрĕ шутланать. Вĕсенчен чылайăшĕ остеопороза куçать. «Çавăнпа та хулари сиплев центрĕсемпе çыхăнса ĕçлес тĕллевлĕ, - тет Татьяна Маркова. - Эндокринологи тĕлĕшĕнчен патологи пур пациентсене кăна мар, шăмă патракланассипе вĕçленекен ытти чир пуррисене те кунта йыхравлатпăр».

Центра участок терапевчĕн направленийĕпе, черет йĕркипе йышăнаççĕ. Шăмăсене тĕплĕн тĕпченĕ хыççăн пĕрисен чăнласах сипленме тивĕ, теприсемшĕн диетăна пăхăнни, витаминсемпе усă курни те çителĕклĕ.

Центр врач-эндокринологĕ Инна Киселева палăртнă тăрăх - денситомерти аппаратне 10 ытла программăпа пуянлатнă, пĕчĕккисем валли хатĕрлени те пур. Сăмах май, вăл пулăшнипе ирттерекен тĕпчевсене çитĕннисене кăна мар, 3 çул тултарнă ачасенчен тытăнса пурне те йышăнаççĕ. Тĕпчев 15-120 çеккунта тăсăлать, çутă пайăркипе сиенленес хăрушлăх çук.

Остеопороза профилактикăлакан центра çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçрĕç. Савăнăçлă церемоние ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Ирина Ефимова тата асăннă тытăмăн штатра тăман тĕп специалисчĕ-эндокринологĕ Татьяна Маркова хутшăнчĕç.

 

 Валентина СМИРНОВА



"Хыпар"
06 августа 2013
15:17
Поделиться
;