Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сирĕн пата стоматолог килет!

   
Т.ВАСИЛЬЕВА  

 

 "Паян сып-сывă çынна тĕл пулма та йывăр - унашкаллисем сайра. Çав вăхăтрах хамăра япăх туйнин, чирсен сăлтавĕсем пирки шухăшласах та каймастпăр. Шăпах çăвар апат ирĕлтерекен тытăмăн, ÿпкен, пÿресен шала каякан чылай чирĕшĕн организма кĕмелли "хапха" пулса тăрать... Микробсен йăви, çăл куçĕ - кариес тивнĕ шăлсем, - каласа парать Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ, "Хула стоматологи поликлиники" АУ тĕп врачĕ, пысăк стажлă врач-стоматолог В.Н.Викторов. - Шăпах çавăнпа çăвар чирĕсен профилактики, тĕрĕс гигиенăпа апатлану нумай енĕпе çын сывлăхне тивĕçтереççĕ. Шăлсене ачаранах кирлĕ пек пăхма пуçламалла".

 

Ку енĕпе медиксем, педагогсем тата ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлă пулни республикăн сывлăх сыхлавне çĕнĕ проект пуçарма май панă. Унăн тĕллевĕ - ачасен май пур таран пысăкрах йышне профилактика тĕрĕслевне явăçтарасси, çăварти чирсене вăхăтра сиплесси.

 

"Куçса çÿрекен стоматологи" - çапла ят панă Хула стоматологи поликлиники Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствипе пĕрле пурнăçлакан проектпа килĕшÿллĕн туяннă, Шупашкарти ача сачĕсенчен пĕринче ĕçлеме те пуçланă, ПАЗ-4234 автобус çинче никĕсленĕ çĕнĕ стоматологи комплексне.

 

 

Унăн майĕсем анлă. Куçса çÿрекен стоматологи автобусĕ - кустăрмаллă хăйне евĕрлĕ клиника. Сиплевпе диагностика тĕллевĕпе анлăн усă курма пулать. Ачасен вĕренÿ учрежденийĕсене, республикăри районсене тухса çÿресе ĕçлеме, çавăн пекех пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ /медицинăпа социаллă учрежденисенче - ача çурчĕсенче, интернатсенче пурăнакан/ çынсене сиплеме меллĕ.

 

 Автобусра çĕнĕ йышши 2 стоматологи установки, рентгенорадиовизиограф вырнаçтарни, диагностикăпа сиплев материалĕсен тулли пуххи пулни, инфекци лекесрен шанчăклă сыхланни тата хăтлăх çынсене хăвăрт тĕрĕслеме, сиплев пахалăхне тивĕçтерме май параççĕ. Тата та тĕплĕнрех тĕпчемелле, консультаци памалла пулсан пациентсене "ансăр" специалистсем патне яраççĕ, "Электрон регистратури" урлă тухтăрсем патне çырăнма та май пур. Кондиционер, "ăшă чаршавĕ" те пуррине кура куçса çÿрекен клиникăпа çулталăк тăршшĕпех усă курма пулать.

 

Çакă та пĕлтерĕшлĕS кашни пациента врач çăвар гигиенине уйрăммăн вĕрентет, санаци вĕçленсен вара ушкăнсемпе Сывă шăлсен шкулĕн занятийĕ иртет, ачасене кăтарту информаци материалĕсем параççĕ.

 

 

"Куçса çÿрекен стоматологие" ачасен ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем хаклама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ - ырлаççĕ. Профилактика тĕрĕслевĕсене пысăк йыша явăçтарни, врач-педиатрпа пĕрле ачасен сывлăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслени, шăлсене тĕплĕ сиплени, ашшĕ-амăшĕн вăхăчĕ перекетленнин - çĕнĕ йышши стоматологин чăннипех лайăх енĕсем.

 

Кăçалхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче 105-мĕш ача садĕнче пулнă май çĕнĕлĕхпе хăй паллашнă хыççăн ăна Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.В.Самойлова та пысăка хурса хакланă. Прессăна панă интервьюра Алла Владимировна стоматологи пулăшăвĕн çакнашкал форми тухса çÿреймен çынсемшĕн уйрăмах меллĕ пулни, халăха медицина пулăшăвĕн пахалăхне çухатмасăр унпа туллин усă курма май пани пирки каланă. Сăмах май, 105-мĕш ача садне 2-7 çулсенчи 317 ача çÿрет. 2 эрнере Хула стоматологийĕн ачасене сиплекен врачĕсем 110 ачана тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ, вĕсен 64: яхăн йышне сиплев кирлĕ. Хальлĕхе пулăшу кирлĕ 70 ачаран 64-шне туллин сипленĕ. Сипленĕ шăлсен 13: ытла пайĕн кариесăн йывăр форми пулнă, 7 ачана стоматолог-хирург патне янă.

 

 

Плансем те пысăк. Куçса çÿрекен клиника ĕçĕн çитес вăхăтри графикĕнче - Шупашкар хулинчи ачасен шкулчченхи учрежденийĕсем. Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче стоматолги автобусĕ Шупашкарти ача çуртĕнче ĕçлеме хатĕр. Раштавăн 3-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче - Шупашкарти коррекци ача сачĕсенчен пĕрне кайма палăртнă - унăн воспитанникĕсене тĕрĕслĕç, сиплеме суйласа илĕç.

 

Т.ВАСИЛЬЕВА



"Хыпар"
07 сентября 2013
14:19
Поделиться
;