Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чăваш Ен - Евросоюз шайĕнче

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. Унта çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин çу уйăхĕнче кăларнă указсем мĕнле пурнăçланнине сÿтсе явнă.

 

“Чи лайăх шкулсен опычĕ ыттисен хушшинче те сарăлмалла. Рейтингра малти вырăнсенче Мускаврисем анчах мар, Брянск, Мордва, Чăваш Ен, Тутарстан, Новосибирск, Томск, Тюмень тăрăхĕнчи шкулсем те пулни савăнтарать. Çак регионсене палăртса тав тăвас килет”, - тенĕ О.Голодец.

Чăн та, Раççейĕн чи лайăх 25 шкулĕн йышне 19 регионти пĕлÿ учрежденийĕ кĕнĕ, çав шутра Шупашкарти 3-мĕш лицей та. Чи лайăх 500 заведени йышĕнче вара - Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти 12 шкул.

Видеоконференцире РФ ĕç министрĕ Максим Топилин бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен хăш-пĕр категорийĕн шалăвĕ ÿсни çинчен пĕлтернĕ. Чăваш Енре кăçалхи пĕрремĕш çур çулта учрежденисенче ĕçлекенсенне республикăри вăтам ĕç укçипе шайлаштарнă.

Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова чĕре чирĕсене пула çынсем вилнин кăтартăвĕсен мониторингĕпе паллаштарнă. “Ку енĕпе лару-тăру палăрмаллах лайăхланнă регионсем пур: Ставрополь тăрăхĕ, Чăваш Ен /15 процент чакнă/, Самар, Саратов, Ленинград, Пенза, Тверь облаçĕсем тата Мари Эл”, - тенĕ министр.

Апла пулин те хăш-пĕр регионта чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем сарăлса пыни сисĕнет. Чи хăрушши - çак амакпа аптăракансенчен çут тĕнчерен уйрăлакан нумай пулни. Вăтамран çĕр-шывра çак кăтарту 15 процентпа танлашать, анчах хăш-пĕр территорире кашни иккĕмĕш чирлекен вилет. Сăлтав мĕнре-ха? Министр çирĕп-летнĕ тăрăх - халăха инсультăн малтанхи паллисем çинчен сахал ăнлантарни, çавна пулах васкавлă пулăшăва кая юлса чĕнни тĕп кăлтăксем пулса тăраççĕ. Тепĕр сăлтав та пур: район больницинче медицина пулăшăвĕ кирлĕ шайра пулманни. “Ятарласа йĕркеленĕ чĕре тытăмĕн центрĕсемпе госпитализаци тÿрреммĕн çыхăнма тивĕç. Сиплев уйрăмне вырттарасси 90 процентран ытларах çĕрте вилеслĕх чылай сахалрах. Сăмахран, Чăваш Енре - 100000 çын пуçне 554-шĕ чĕре чирне пула вилнĕ. Кăтарту Евросоюз çĕр-шывĕсенчипе танлашать,” - палăртнă Вероника Скворцова.

Сывлăх сыхлавĕн министерстви маларах çакна пĕлтернĕччĕ: тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ тĕлĕшпе территорисенче патшалăх гарантийĕсен программине пурнăçа кĕртессипе 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Раççейри чи лайăх 12 субъект йышне Чăваш Ен те кĕнĕ. Вăраха ямасăр пулăшу кÿрес ĕçе йĕркеленĕшĕн республика чи лайăх регион ятне илнĕ.

 Влада МИРСКАЯ

 



"Хыпар"
21 сентября 2013
10:04
Поделиться
;