Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Земство тухтăрĕ ( "Авангард" (газета Батыревского района)

Первомайскинчи участок больницинче черетлĕ сиплеве килнĕ В. Николаев Т. Тихонова тухтăр палатăра ирпе сывлăх тĕрĕсленĕ вăхăтра хăйне каланă ырă сăмахсемшĕн хавхаланса çын умĕнчех ыталаса илме хатĕр пулнине пĕлтерчĕ:

_ Татьяна Николаевна, пуç тайса пуç çитмест манăн Сире. Пурăнас шанчăк патăр, мана иккĕмĕш хут çуратрăр. Чĕре хĕссе лартнăран вилĕмрен хăтартăр. Иккĕмĕш анне вырăнĕнчех туятăп.

Т. Тихонована Первомайски тăрăхĕсемшĕн тахçан палланă-пĕлнĕ çын теме те çук. "Ял тухтăрĕ" программăпа килсе ĕçе вырнаçни виçĕ çул çеç. Апла пулин те хула хĕрĕ кунти халăха аванах хăнăхрĕ.

_ Ырă кăмăллă, ĕçчен, çынна итлеме, хисеплеме пĕлекенсем пурăнаççĕ кунта. Патăрьел районне ĕçлеме килме шухăш тытсассăн (мăшăрăм çакăнтан) тĕп больницăна вырнаçас шухăш пурччĕ. Первомайскине кайса пăхма сĕнчĕç. Малтанласа кăмăлăм хуçăлнăччĕ. Шăпа пỹрни мана çакăнта илсе çитернишĕн халĕ савăнатăп та, _ тет Первомайскинчи участок больницинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн заведующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Т. Тихонова.

Çак пукана йышăниччен Татьяна Николаевна тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ. Маларах вăл Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Интернатурăна Питĕр хулинче ирттернĕ. Унтан çавăнтах ĕçе вырнаçнă. Çемьеллĕ пурнăç вара шурă халатлă çынна Шупашкара тавăрнă. Яла таврăнас çулĕ те çакăнпах çыхăннă.

Çамрăк специалистсем татах та пур. Акă, Н. Секретов шăл тухтăрĕ, И. Ендерова гинеколог, О. Ялукова педиатр та асăннă программăпах килнĕ. Ĕç вырăнĕ вĕсене те килĕшет.

Ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ Т. Тихонован. Л. Клементьева терапевтпа иккĕшĕ вĕсем участокри больницăра выртса сипленекенсене те пăхса тăраççĕ. Кашнийĕшне вуншар койка çирĕплетнĕ. Кăнтăрлахи уйрăмра сипленекенсем те пур. Унсăр пуçне йышăнăва килекенсене кирлĕ канашсемпе сĕнỹсем параççĕ, графикпа килĕшỹллĕн ялсене тухса çỹреççĕ. Татьяна Николаевна Каншелĕнче, Пăлаçи Атăкра, Ишлĕре, Ульяновкăра, Пăлапуç Пашьелĕнче пулать

. _ Врач пулăшăвĕ ытларах чухне аслăраххисене кирлĕ. Чĕре чирĕсем те çулланнисене парăнтарма пăхаççĕ, юн пусăмĕ ỹсни, чакни чылай çынра тĕл пулать. Кăçал сунас тата грипп вăй илмен-ха. Ỹпке шыççи тĕл пуласран асăрханмаллах. Çавăнпа та профилактика ĕçне мала хума тăрăшатпăр. Вырăнсене тухса çỹренĕ чухне калаçусем пуçаратпăр. Халĕ вулама çеç ỹркенмелле мар. Тĕрлĕ брошюра пичетлесех тăраççĕ. Халăх медицинине те хăш чухне усă курсан юрать. Хамăр сывлăхшăн кашнийĕн хăйĕн тăрăшмалла, _ пĕтĕмлетет Татьяна Николаевна.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)



22 января 2014
16:09
Поделиться
;