Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Диспансеризаци сывлăха упрама пулăшать («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское )

Вăрăм ĕмĕр пурăнас тесен этемĕн хăйне упрама хăнăхмалла, сывлăхне тăтăшах тĕрĕслеттермелле. Чирсене çийĕнчех тупса палăртас ĕçре диспансеризаци пысăк вырăн йышăннине яланах асра тытмалла.

Россия Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви диспансеризаци ирттермелли ятарлă йĕрке çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2013 çулта районта пурăнакан мăн çынсен 23 проценчĕ е 4845-ĕн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла пулнă. 2014 çулăн январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара палăртнă ушкăнсенчи 4836 çын (99 процент), 2070 ар çын тата 2564 хĕрарăм, диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне, иккĕмĕшне 1866-ăн иртнĕ.

Тĕрĕсленисен 22, 1 процентне (1072) сывлăх енчен пĕрремĕш ушкăна, 960 çынна (19, 85%) иккĕмĕшне (вĕсен вăл е ку чир аталанас хăрушлăх пур), 2580 çынна (53, 3%) виççĕмĕш ушкăна (чирлисем) кĕртнĕ.

1694 çыннăн юн пусăмĕн чирĕсемпе, дислипидемипе 1719, сахăр ÿснипе 301, туртнине пула 538, алкогольпе иртĕннĕрен 184, тĕрĕс мар апатланнипе 3774 çыннăн чирлес хăрушлăх пур. Çавăн пекех хусканусем сахал тунипе 1047 пациент тата йывăрăшĕ пысăк пулнипе 824-ăн чире кайма пултараççĕ. Тĕрĕслевсем хыççăн 2580 çынна диспансер учетне тăратнă. Районти 1956 хĕрарăм маммографи тутарнă.

Виççĕмĕш ушкăнрисем хушшинче пĕрремĕш вырăнта — чĕрепе унăн сосучĕсен чирĕпе аптракансем, иккĕмĕшĕнче — апат ирĕлтерекен органсен, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕнче сывлав органĕсен чирĕсемпе тата усал шыçăсемпе нушаланакансем.

Чир вăраххăн аталанса пырать. Паян хăвăра лайăх туйни чĕнсен те диспансеризацине каймалла маррине пĕлтермест. Шăпах диспансеризаци вăхăтĕнче медицина ĕçченĕсем чирсене малтанхи тапхăрĕнчех тупса палăртаççĕ. Вĕсене вара, малалла ан аталанайччăр тесе, çийĕнчех сиплемелле.

И.ЕФРЕМОВА

 



15 февраля 2014
14:37
Поделиться
;