Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Кашни мĕнле сывланине пĕлсе тăрать

Ял çынни кашни «вак-тĕвекшĕн» вун-вун çухрăмра вырнаçнă район больницине каймасть. Алли-урине амантсан /суран йывăр пулсан/, вар-хырăм е пуç ыратнипе хăшкăлса çитсен, пепки вăл е ку амакпа аптрасан тин вырăнти фельдшерпа акушер пунктне çул тытать. Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕн варринчи кивĕ йывăç çуртра вырнаçнă учрежденире ĕçлекен Вера Николаевна Моторина ватти-вĕттине тараватлă йышăнса пулăшу кÿрет. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан ăш пиллĕ фельдшера 4 çул каялла Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне ахальтен паман.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министерстви 100 ФАП хута ярас тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртессипе тĕплĕ ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн асăннă пунктсем вырнаçнă ялсенче вĕсен çĕнĕ çурчĕсене хăтлаççĕ, кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă пÿлĕмсем уçаççĕ. Тукайсем хальлĕхе кĕтсе илеймен-ха ку парнене, анчах çывăх вăхăтра вĕсен ялĕнче те хĕрлĕ-сарă çурт çĕкленессе шанса тăраççĕ. «2015 çулта хута ямаллисен йышĕнче-ха. Чăн та, çав ырлăха чăтăмсăррăн кĕтетпĕр», - хальлĕхе кивĕ çуртра ĕçлекен Вера Николаевнăн ĕмĕтне кирек кам та ăнланĕ.

Штатра урăх никам çук та - пур ĕçе те хăйĕн ĕлкĕрмелле. Акă эпир пырса çитнĕ кун фельдшер район центрĕнчен çынсен медицина страховани полисĕсене илсе килчĕ. Шурă халатне тăхăнма ĕлкĕрчĕ кăна - алăк сасси илтĕнчĕ те. 30-сенчи хĕрарăм вĕрĕлнĕ те - укол тутарма килнĕ. Ун хыççăнах урине кĕленчепе кастарнă арçынна васкавлă пулăшу парса район центрĕнчи сыватмăша ăсатрĕ. Пушанаймарĕ-ха ял тухтăрĕ: пĕр кинемей - юн пусăмне тĕрĕслеттерме, тепри черетлĕ процедурăна килчĕ.

- Тин çуралнисенчен пуçласа чи ваттисене шута илсен 610 çыншăн яваплă эпĕ. Пурне те сăнаса ĕлкĕрмелле. Çавăнпа та кам епле «сывланипе» интересленсех тăратăп. Ялта ватăсем чылаййăн. Вĕсемпе тимлĕрех пулма тăрăшатăп, уколсене май пур чухне килĕсене çитсе тăватăп. Çакăн ырă енĕ мĕнре? Вырăна тухсан çулĕсем самай пухăннă çыннăн чунĕ уçăлать, калаçас килет унăн. Ырă канаш паратăн - вĕсемшĕн хăйне евĕр сиплев ку, - сăмахĕнче те, йăл куллинче те Вера Николаевнăн ăшăлăхĕ пытаннă.

Ачаранах тухтăр пулас ĕмĕтпе авăрланнă иккен Вера. Çак районти Шурут Нурăс ялĕнче Казаковсен çемйинче çуралса ÿснĕскерĕн амăшĕ Клавдия Сергеевна, 4 ывăлпа пĕр хĕре çут тĕнче парнеленĕ маттур хĕрарăм, шутламан-туман çĕртен чир серепине лекнĕ. Пĕчĕк Верăн вара чи çывăх çыннине епле те пулин сыватас килнĕ. Çавăн чухне татăклă шухăш патне çитнĕ те - ÿссен çынсене сыватакан пулĕ. Акă унтанпа Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухса 30 çул пĕр вырăнта вăй хурать вăл. «Чуна парса ĕçлемесен кун пек вырăнта тытăнса тăма йывăр. Çăмăллăн, çиелтен пурнăçлакан ĕçĕн хакĕ çук, эпĕ апла хăнăхман. Хальхи вăхăтра медицина тытăмĕнче хут ĕçĕ çав тери нумай. Курăмсăр та пархатарсăр вăл, çапах та яваплă», - хăй суйланă професси хăйне евĕрлĕхне уçать фельдшер.

Пурнăç улшăнса пынă май пĕлĕвне те çĕнетсе-пуянлатсах пымаллине ăнланать В.Моторина. Акă малтан асăннă пунктра эмелсем сутман: ирĕк пулман. Ял çынни унта-кунта тухса çÿремешкĕн ялан ерçейменнине ăнланса Вера Николаевна фармацевт курсне вĕренме кайма шухăшлать. Çавăн хыççăн Тукайри ФАПа ятарлă лицензи параççĕ, халĕ кунта эмелсем сутаççĕ.

Фармацевт тенĕрен, Моторинсен аслă икĕ хĕрĕ - йĕкĕрешсем - амăшĕн тĕслĕхĕпе профессине медицинăпа çыхăнтарнă. Аньăпа Татьяна Хусанти фармаци университетĕнче вĕренеççĕ. Хĕрсем ĕçлеме те пикеннĕ ĕнтĕ - пĕр фирмăрах тăрăшаççĕ.

Çемье çинчен асăнтăмăр тăк Вера Николаевнăпа Владимир Григорьевичăн кĕçĕн хĕрĕ çинчен те каласа хăварар. Мария саккăрмĕш класа куçнă. Хальлĕхе хăй кам пулассине тÿррĕн палăртмасть. Пĕр вăрттăнлăх уçам: хĕр ача çав тери хитре ÿкерет. Çак пултарулăх ăна ашшĕнчен куçнă иккен. Марийăн ÿкерчĕкĕсем хăй пĕлÿ пухакан Çĕнĕ Мăратри вăтам шкулта кăна мар, районта иртекен конкурссенче те малти вырăна йышăнни пулнă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест теççĕ - çак каларăш Моторинсен ачисен тĕлĕшпе те чăна килессе шанатăп. Тирпейлĕ, хăтлă, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакан çемьере урăхла пулаймĕ те.

Ирина ПУШКИНА.



"Хыпар"
03 сентября 2014
11:59
Поделиться