Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Пуринчен ытла вĕри шывшăн хĕпĕртенĕ

Пурнăçа ытларах хăтлăх кĕртесси пирки калаçатпăр пулин те тем тесессĕн те сывлăхран хакли нимĕн те çук. Çирĕп сывлăхлă пулсан кăна этем чăннипех телейлĕ. Ăна лайăхлатасси, сăнаса тăрасси, чирлекенсен шутне чакарасси – патшалăхăн чи малта тăракан тĕллевĕсенчен пĕри. ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2013-2015 çулсенче Чăваш Енре 100 фельдшерпа акушер пунктне хута ямалла, вĕсенчен 7-шĕ – Шупашкар районĕнче.

Уявпа танах

Вĕсенчен пĕри нумаях пулмасть Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнчи Пархикассинче хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçланă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ЧР сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, районăн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Владимир Дубов тата ыттисем хутшăнчĕç. Хĕрлĕ хăйăва касма министр ку тăрăхри чи аслă çынна тата пĕчĕк ачасене – çитĕнекен ăрăва – явăçтарчĕ.

Сирĕншĕн паян уяв. Кивĕ ФАПсем вырăнне çĕннисене туни питĕ лайăх. ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе çакăн пек пунктсем уçăлни – пысăк çитĕнÿ. Хальхи вăхăтри медицина пулăшăвĕ ялсене те çитнине пĕлтерет çакă. Кунта ачасем çуралаççĕ, çитĕнеççĕ, кунтах пулăшу илме пултараççĕ. Çакăн пек пунктсем пурри аслă çулсенчи çынсемпе ветерансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, сывлăха тĕрĕслеттерме, сипленме аякка çÿремелле пулмĕ, – пухăннисен умĕнче сăмах илчĕ Алла Самойлова. ФАПа ытларах чир-чĕрпе мар, профилактика тĕллевĕпе çÿреме сунчĕ вăл. Георгий Егоров районта юлашки икĕ çулта 5 ФАП тунине, кăçал тата 2-не хута ямаллине пĕлтерчĕ. «Вĕсем пурте сирĕншĕн, вĕсене эсир пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илччĕр тесе тунă», – палăртрĕ райадминистраци пуçлăхĕ. Пухăннă ял халăхĕ çав тери савăннине палăртса пĕр саслăн тав турĕ.

Халăх савăнăçĕ

Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ чăнннипех те хăтлă. Кунта ĕçлес те ĕçлес килет, пĕтĕм услови пур. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн заведующийĕ Васелиса Иванова та савăннине пытармарĕ. ФАПра 23 çул тăрăшаканскер кун пек ырлăхра ĕçлесе курман-çке-ха, кивви вара çултан-çул юхăнса пынă. Çĕннинче пациентсене йышăнмалли, прививкăсем, тĕрлĕ процедура ирттермелли, эмелсене упрамалли пÿлĕмсем, санузел... ФАП газпа ăшăнать. Кашни медицина оборудованийĕ хăйĕн вырăнĕнче ларни тÿрех сисĕнет. «Пуринчен ытла вĕри шыв пурришĕн хĕпĕртерĕмĕр», – каласа парать Васелиса сумлă хăнасене ФАПпа паллаштарнă май.

ФАП Пархикасси тата Çĕньял-Покровски халăхне пăхса тăрĕ, икĕ ялта пурĕ 658 çын. Вăл ĕçлеме пуçласса çынсем тахçанах кĕтнĕ, ахальтен мар ĕнтĕ ăна уçнă çĕре нумайăн килнĕ. «Ялта ФАП пулни питĕ лайăх, укол е ытти процедура тумалла-и, тÿрех кунта килĕпĕр, инçе çÿремелле пулмĕ», – шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ ялта пурăнакан Роза Анисимова. Унпа ыттисем те килĕшрĕç.

Сăмах май

Пархикассинчи ФАПа тума республика бюджетĕнчен 2 млн та 800 пин тенкĕ уйăрнă.  



"Тăван ен"
29 июня 2015
12:12
Поделиться
;