Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Халăх сывлăхĕшĕн - чи пысăк пуянлăхшăн

ЧР Пуçлăхĕн ти­вĕ­çĕсене вăхăтлăх пур­­­­нăçлакан Михаил Иг­натьев августăн 17-мĕ­шĕнче Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче пулса курчĕ. Улатăр, Çĕмĕрле хулисенчи, Йĕпреç, Вăрнар, Улатăр, Шупашкар районĕсенчи халăха васкавлă медицина пу­лăшăвĕпе тивĕçтерекен бригадăсене çĕнĕ ав­томобиль уççисене пачĕ.

- Патшалăх политикин тĕллевĕ - çынсене паха медпулăшу парасси. Юлашки çулсенче Чăваш Енри сывлăх сыхлавне çирĕплетме 5 млрд тенке яхăн уйăрнă. Республикăри поликлиникăсенчен çуррине тĕпрен юсанă, ку чухнехи оборудовани туяннă, ялсенче çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ, - терĕ Михаил Игнатьев. - 100 ФАП тума палăртнăччĕ, тĕллев кăçал йăлтах пурнăçланать. Малашне тата 50 хута яма планлатпăр.

Васкавлă медпулăшăвăн пĕрремĕш çĕнĕ автомобилĕсем республикăна 2014 çулхи апрельте килсе çитнĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти 35 бригадăна 39 санитари транспорчĕ панă. Проектăн иккĕмĕш тапхăрĕнче васкавлă медпулăшăвăн 15 машинипе Çĕрпÿ, Красноармейски, Тăвай районĕсемпе Канаш, Çĕрпÿ хулисене тивĕçтернĕ. Çак кунсенче Чăваш Ене васкавлă медпулăшăвăн тата 23 машини çитнĕ. Ку чухнехи транспортра реанимаци оборудованийĕ вырнаçтарнă. Чĕрене автомат массаж тăвать.

- Республикăри васкавлă медпулăшăвăн паркне 80: çĕнетрĕмĕр. Машинăсем кирлĕ çĕре хăвăрт çитеççĕ. Çынсене васкавлă пулăшу парассипе - Чăваш Ен чи лайăх регионсенчен пĕри. Çитес çулхи çуллаччен республикăри васкавлă пулăшу автопаркне çĕнĕ машинăсемпе туллин тивĕçтерĕпĕр. Халăх сывлăхне упрассишĕн малашне те хамăртан мĕн килнине тăвăпăр. Васкавлă медпулăшу бригадисем тата лайăхрах ĕçлессе шанатăп, - терĕ Михаил Васильевич.

Унтан М.Игнатьев Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ЯХПК ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Механизациленĕ йĕтеме специалистсем, механизаторсем, ферма ĕçченĕсем пухăннă.

Хуçалăх кăçал 2840 гектар çинче ака-суха ĕçĕсем ирттернĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1539 гектар йышăнаççĕ. Ыттинче выльăх апачĕлĕх çитĕнет. Вырмана 5 комбайн хутшăнать.

Хуçалăх ертÿçи Альбина Новикова вырма епле пынипе пĕрлех выльăх отраслĕнчи çитĕнÿсемпе те паллаштарчĕ. 2014 çулта 611,6 тонна аш туса илнĕ, кăçал кăтартăва 650 çитересшĕн. Майсем пур. Çичĕ уйăхра çеç 429,1 тонна аш-какай сутнă. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх йышĕ – 1079, августăн 1-мĕшĕ тĕлне 3527 пуçа çитнĕ /ÿсĕм - 11,9:/.

Михаил Игнатьев производство аталанăвне Альбина Новикова пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Рабочисен вăтам ĕç укçи 21 пин тенкĕпе танлашать. «Коминтернра» вăй хуракан кашни çын пуçне 1 млн ытла тенкĕлĕх продукци туса илеççĕ.

- Ачасем пĕчĕклех ĕçе хăнăхчăр тата хамăра та пулăшчăр тесе ашшĕ-амăшĕпе килĕшсе татăлса вĕсене йĕтем çинче кăнтăрлахи сменăра ĕçлеттеретпĕр, рабочисем каçхине вăй хураççĕ, - терĕ Альбина Новикова.

Михаил Васильевича кăçал миçе ача пĕрремĕш класа кайни кăсăклантарчĕ. 22 иккен. Пĕлтĕр шкула 11 ача пуçласа пынă. Çичĕ çул каялла Атнарта маларахри çулхинчен 2 хут ытларах ача çурални савăнтарчĕ ăна. Апла пулсан çамрăксем яла юлаççĕ, мăшăрланса çурт-йĕр çавăраççĕ.

Хуçалăх тĕрекленни яла аталанма май парать. Çакна çамрăксем çеç мар, Мускавран курма килнĕ хăна та асăрханă. Вăл кунта çурт туянса пурăнасшăн. Çĕршывăн тĕп хулинчи шав, хĕвĕшÿ ăна йăлăхтарсах çитернĕ.

Михаил Игнатьев малалла район центрĕнче 160 ача валли тăвакан садике çитсе курчĕ. Ăна кăçал хута яма палăртнă. Черетре тăракан 150 шăпăрлан малашне кунта çÿрĕ.

Тăваттăмĕш обћект Çĕнĕ Ирчемесре хута яракан вĕрçĕнĕ ФАП пулчĕ. Çав кун ял хăйĕн çуралнă кунне палăртрĕ. Михаил Васильевич фельдшерпа акушер пункчĕ умне пуçтарăннă халăха уявсен ячĕпе саламларĕ, пур çĕрте те йĕркелĕх, типтерлĕх хуçаланнине палăртрĕ.

- Унчченхи кивĕ çуртра хăтсăрччĕ, хĕлле сивĕччĕ. Кунта вара пур енĕпе те лайăх. Фельдшерпа акушер пунктне çынсем Уйпуç, Малиновка ялĕсенчен те çÿрĕç. Кашни хăйне телейлĕ те хăтлă туйĕ, - палăртрĕ М.Игнатьев.

ФАП тума республика бюджетĕнчен 2573,5 пин тенкĕ уйăрнă. Çав шутран мед­­­оборудовани тата сĕтел-пукан 183,8 пин тенкĕлĕх туяннă.

Михаил Васильевич ял кунĕ тĕлне хатĕрленĕ алĕç куравĕпе паллашрĕ, ăстасен пултарулăхне пысăк хак пачĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ



"Хыпар"
18 августа 2015
10:11
Поделиться
;