Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Грипп сарăлма тытăннă

Пирĕн хутлăхра грипп çулленех кăрлач-нарăс уйăхĕсенче сарăлать.

Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн мониторингĕ тăрăх, кăçалхи кăрлачăн 11-17-мĕшĕсенче Шупашкарта кăна шăнса пăсăлнă 1815 çынна шута илнĕ. Асăннă кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен пĕчĕкрех пулин те лару-тăру сисчĕвлентерет: çитĕн­нисенчен виççĕшне А/Н1N1/ 2009 ернине тупса палăртнă. Çакнашкал тĕслĕх Улатăр хулинче тата иккĕ пулнă.

Амакăн çак тĕсĕн вирусĕ чирлĕ çынран куçать. Апла-тăк эпидеми пирĕн тăрăха сиен кÿмĕ теме çук: кÿршĕллĕ Украинăра, кăнтăрти çĕршывсенче сарăлса пыракан чир халăх миграцине кура Чăваш Ене çитме пултарать.

Республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ хăрушлăхпа кĕрешме хатĕр: кирлĕ препаратсене çителĕклĕ туяннă, сиплев учрежденийĕсен стационарĕсенче хушма койка-вырăнсем уйăрнă. Профилактика мероприятийĕсене те вăхăтра пурнăçланă: халăхăн 29,8 процентне - прививкăсен Наци программипе килĕшÿллĕн теветкеллĕх ушкăнне кĕрекенсене /пĕчĕк ачасен - 39, шкула çÿрекенсен - 56, медицина ĕçченĕсен - 91, вĕрентекенсен - 79, 60 çултан аслăраххисен 69 процентне/ вакцинациленĕ.

Кун пирки ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви гриппа ОРВИе профилактикăлас ыйтупа йĕркеленĕ пресс-конференцире Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн пай пуçлăхĕ Михаил Смирнов пĕлтерчĕ. Министерствăн медицина пулăшăвĕ парассине йĕркелес енĕпе ĕçлекен пайне ертсе пыракан Евгения Гурьянова çирĕплетнĕ тăрăх - вакцина тытăмĕнче кăçалхи А/H1N1/ 2009 грипп вирусĕпе кĕрешекен ген пур. Апла-тăк прививкăра пулнисене амакран шанчăклă хÿтĕленĕ. Çавна май калаçу тĕпрен илсен иммунизацилемен граждансен сывлăхне сыхласси пирки пычĕ. Министерствăн штатра тăман тĕп специалисчĕсем Владимир Дубов пульмонолог, Лариса Ногтева педиатр, Оксана Такмакова эпидемиолог асăннă вирусăн хăрушлăхне уйрăммăн палăртса унран сыхланмалли мелсемпе паллаштарчĕç, инкеке сирме май килмен чухне чирлисен хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтерчĕç.

Ĕçлĕ тĕлпулăва вĕçленĕ май сиплевçĕсем вакцинаци пĕлтерĕшĕ пирки тепĕр хут аса илтерчĕç. Вĕсен шухăшĕпе, çитес çул валли республикăра пурăнакансен 40 процентне иммунизацилеме палăртнă, ачасем тĕлĕшпе - ытларах та. Профилактика мероприятине Наци календарĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланисĕр пуçне предприяти-организацин хăйсен те çыннисене чиртен хÿтĕлемешкĕн укçа-тенкĕ уйăрмалла. Шел те, вĕсем çине тăнипе иртнĕ çул вĕçĕнче 5 пин çынна кăна прививка тунă. Тÿлевлĕ вакцинăпа медицина учрежденийĕсенче пуринче те тивĕçтереççĕ, хакĕ - 250 тенке яхăн.

Иммунизациленме, паллах, çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те юрать. Анчах унăн хÿтлĕх витĕмĕ этем организмĕнче икĕ уйăхран кăна вăй илнине асра тытмалла. Халĕ авă эпидеми алăкран шаккать…



"Хыпар"
22 января 2016
16:32
Поделиться