Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх, вĕренÿ ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕпе Ольга Голодецпа тĕл пулнă, сывлăх сыхлавĕпе шкул вĕренĕвĕн тытăмĕсене аталантарассипе тата модернизацилессипе, çамрăксен сывлăхне упрамашкăн тата çирĕплетмешкĕн хальхи условисем тăвассипе, вĕсене сывă пурнăç йĕркин культурине хăнăхтарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев республикăри демографин тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Енри халăхăн пурнăçĕ юлашки 5 çулта 2,5 çул вăрăмланнă, экспертсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 71-пе танлашнă. Сывлăх сыхлавĕн инфратытăмĕ, çав шутра пуçламăш тытăмри, палăрмаллах тĕрекленнин витĕмĕ те пур.

РФ Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец республикăри демографи лару-тăрăвĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерсе пĕчĕк ачасем вилессин кăтартăвĕсем Чăваш Енре чи лайăххине пулнине уйрăммăн палăртнă: ку енĕпе республика федераци субъекчĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Ольга Голодец Чăваш хутлăхĕнче пурнăçа кĕртнĕ «Çăлтăрпа ирттернĕ зарядка», «Сывлăх кунĕ» йышши проектсем ытти регионсене те интереслентернине асăннă. Вĕсене йĕркелемешкĕн бюджет укçи кирлĕ мар, çав вăхăтрах асăннă мероприятисем республикăра пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн хăнăхтараççĕ.

Тĕлпулура çынсене медицина пулăшăвĕпе хăйсем пурăннă вырăнта тивĕçтерессине аталантарасси çинчен те калаçнă.

В.СМИРНОВА



"Хыпар"
22 января 2016
16:25
Поделиться