Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Раççейри медицина центрĕсемпе тÿрремĕн çыхăнаççĕ

Чăваш Енре те ку е вăл чирпе аптракансене телемедицина мелĕпе сĕнÿ-канаш парасси йăлана кĕрсе пырать. Çакă уйрăмах йывăр чирлисемшĕн е сусăрсемшĕн пысăк пулăшу. Республикăри кардиологи диспансерĕнче çĕнĕлĕхпе 2018-мĕш çултанпа усă кураççĕ. 

Алиса Александрова, Михаил Солин

Хальхинче Шупашкарти специалистсем Канаш районĕн тĕп больниципе çыхăнчĕç. Чĕре чирĕпе аптракан 80 çултан иртнĕ хĕрарăма пăхса-сиплесе тăракан тухтăр пациент хăйне мĕнле туйнине, ăна еплерех  пулăшу кÿнипе паллаштарчĕ. Чăваш Енри район-хула больницисемпе онлайн калаçăва тухнисĕр пуçне федерацин сиплев центрĕсемпе те тÿрремĕн çыхăнаççĕ. Çапла пĕлтĕр 46 видеоçыхăну иртнĕ, кăçал - 26.  

70 çула çывхаракан Зоя Софронован чĕре чирне пула час-часах больницăра выртма тивет. Унăн сывлăхĕ тĕлĕшпе Шупашкарти кардиологсем Питĕрти Алмазов ячĕллĕ медицина центрĕнчи специалистсемпе онлайн мелĕпе çыхăннă.

Енчен те чирлисен федераци центрĕсене каймаллах пулсан, ăна хăçан тата епле майпа пĕр вырăнтан теприне куçармаллине палăртĕç.
Источник:http://chgtrk.ru/news/22520



ГТРК "Чувашия"