Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ветерансен сывлăхĕ - пысăк тимлĕхре

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене Чăваш Енре пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ тухтăрсем. Çĕнтерӳ уявĕ умĕн пирĕн пултарулăх ушкăнĕ сыватмăшра тăрăшакансемпе пĕрле Шупашкарта пурăнакан Петр Сафронов патĕнче пулса курчĕ.