Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Республика кунӗ чи ӗҫчен ҫынсем патшалӑх наградисене тивӗҫрӗҫ Источник: http://chgtrk.ru/news/23464

Чӑваш Ен ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ. Уяв икӗ кун пычӗ: регионсен куравӗ, халӑх пултарулахӗн, ал ӗҫ ӑстисен фестивалӗсем, акатуй тата ытти те. Тӑван республика пуласлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса пысӑк ҫитӗнӳ тӑвакансене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. Хисепе тивӗҫнисен йышӗнче 56 ҫын пулчӗ.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев

Республикӑн тӗп уявӗнче Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн аллинчен патшалӑх наградине илесси калама ҫук пысӑк чыс. Ҫавӑнпа та хӑнасем тӗлпулӑва тӗплӗн хатӗрленсе, чиперленсе килнӗ. Михаил Игнатьев пухӑннисене ырӑ ӗҫсемшӗн тав туса уяв ячӗпе саламларӗ. 4 ҫын ҫӗршыв наградисене илчӗ. Вадим Григорьев Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ, Марк Хазанзун культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятсене тивӗҫрӗҫ. Ветерансен юхӑмне аталантарассине тата ҫамрӑксене патриотла воспитани парассине тӳпе хывнӑшӑн республикӑн гражданла хӳтӗлев тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министрне Вениамин Петрова Раҫҫей Президенчӗн Хисеп Грамотипе чысларӗҫ. Нина Григорьева артист ӗҫне те пысӑк хак пачӗҫ. Чӑваш академи драма театрӗнче вӑл 58 ҫул ӗнтӗ куракана пултарулӑхӗпе савӑнтарать. 

Чӑваш Республикин наградисене вара 45 ҫын тивӗҫрӗ. Прокуратура ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн хастарне Евгений Жучкова тата Владимир Семенов артиста "Республика умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медалӗпе чысларӗҫ. Патшалӑх канашӗн аппаратӗнче, банкра, издательство тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе ҫар ҫыннисем Чӑваш Республикин Хисеп грамотине илчӗҫ.

Уявра ҫавӑн пекех сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ, культура, медицина тытӑмӗнче, ял хуҫалӑхӗнче, промышленнӑҫра тата ытти ҫӗрте чылай ҫул ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳ тунисем хисепе тивӗҫрӗҫ. 

Республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнса пурнӑҫлакансене алла ҫыхмалли сехет те парнелерӗ. Патшалӑх награди илнӗ ятпа саламласа ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫак хисеп сире хавхалану кӳрессе шанатӑп, терӗ вӑл.




ГТРК "Чувашия"
24 июня 2019
10:56
Поделиться