Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Малтисен йышĕнче

Çемье – пурнăç тĕрекĕ. Анчах та пĕр-пĕрне юратса пĕрлешни çеç çителĕксĕр. Çĕнĕ пурнăç парнелени, йăха тăсни кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Çуралакан ачасен шутне ÿстерес, хĕрарăмсене хырăм пăрахас шухăшран сыхлас, пулас аннесене тĕрлĕ енлĕн пулăшас тĕллевпе Раççейре «Анне туйăмĕн сăваплăхĕ» конкурс иртет. Чăваш ен чысне çак конкурсра Надежда Скворцова психолог хÿтĕленĕ, малтисен шутне те кĕнĕ. Унпа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.