Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Врачсене - Хисеп хучĕсем

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пархатарлă, чыслă, хисеплĕ. Вĕсем çине яланах пысăк шанăç. Сывлăха тĕрĕслеттермелле-и, сасартăк чирлесе ÿкни пулать-и е сиплени кирлĕ - тÿрех медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтма васкатпăр.

Чăнах та, вĕсен ырă кăмăлĕ, сăпайлăхĕ, квалификацилле пулăшăвĕ кашнинех кирлĕ. Çын шăпине татса параççĕ-çке вĕсем. Чир-чĕртен сыватса, вилĕмрен çăлса хăварса, ырă сĕнÿ-канаш парса телей парнелеççĕ.

Пирĕн район больницинче чун-чĕреллĕ те пултаруллă, професси енĕпе ăста специалистсем пурри савăнтарать, шанăç кÿрет. Ун пеккисене хавхалантарни, вĕсен ырă ĕçне пысăка хурса хаклани те кирлĕ. Çак кунсенче, акă, район больницин акт залĕнче хастар та пултаруллă сывлăх ĕçченĕсене чысланă. Врачсене Хисеп хучĕсем панă.

Сывлăх сыхлавĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн участокри врач-педиатр Алина Михайловна Данилова Раççей Федерацийĕн  Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Пархатарлă ĕçшĕн, врач шанăçне тÿрре кăларса пынăшăн, коронавируспа (COVID-19) чирленĕ пациентсене пысăк ăсталăхпа пулăшу панăшăн пĕтĕмĕшле çемье практикин врачĕ Надежда Николаевна Матвеева Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне илнĕ.

Вĕсем иккĕшĕ те Элĕк ен хĕрĕсем. Ача чухнех тăван çĕршывшăн, хăйсемшĕн те кирлĕ, усăллă ĕç  тума ĕмĕтленнĕ. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăнах тухтăр профессине суйласа илнĕ. Аслă шкулта сывлăх сыхлавĕн вăрттăнлăхĕсене шĕкĕлченĕ. Алла диплом илсен Элĕкри тĕп больницăра ĕçе кÿлĕннĕ. Тухтăрсем сипленипе пĕрлех çынсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.