Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне
05.03.2021
Хĕрарăмсен арçынсемпе ăмартмасăрах вĕсенчен нумай енĕпе малта пыни куçкĕрет. Уйрăмах йăха тăсассинче, пепкерен çын тăвассинче, тата ыттинче те… Республикăра ниме пăхмасăрах ача çуратакансен йышĕ чакмасть, пĕлтерет Чăвашстат. Уяв умĕн эпир Шупашкарти пепкелĕх центрĕнче пултăмăр. Тин çеç ача амăшĕ пулса тăнисене саламларăмăр.