Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çулталăк кăшăллă вируспа кĕрешеççĕ

Кăшăллă вирус алхасма пуçланăранпа çулталăк çитрĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енре 22 пин çын çак амака çаклатнă. 20400 ытла çын сывалнă, 1136-шĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Халĕ «Спутник V» сыхлăх шĕвекĕпе усă куракансен йышĕ те кунсерен нумайланать. Паянхи куна республикăра пурăнакан 33 пин те 431 ентеш  вакцина тутарнă.



;