«Таса пӳлĕмĕсем» комплекс ĕçе кĕртнĕ
26.03.2021
Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем чи анлă сарăлнисем тата каварлисем. Вĕсемпе аптракансене пулăшас тĕллевпе Республикăри «Кардиологи диспансерĕнчи» тухтăрсем тăтăшах хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Патшалăх та тĕрев парать. Нумаях пулмасть унти операци пӳлĕмĕсене çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.