Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Аутизм чирĕ пирки ытларах пĕлмелле

Ачасен аутизмĕ  –  пуç мимийĕ вăхăтра аталанса çитменни. Çак амакран пĕтĕмпех сывалма май çук теççе тухтăрсем. Çапах та, ачана тĕрĕс те вăхăтра сиплеме пуçласан, вăл ытти шăпăрлансем пекех аталанма, вĕренме , пурнăçпа киленме пултарĕ. Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче çак чир пирки ытларах хыпар сармалли кун. Апла пулсан, çак чир пирки ытларах пĕлекенсем унпа чирлекенсене те ытларах тимлĕх уйăрма пултарĕç.