Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх кунĕ

Пĕтĕм тĕнчере сывлăх кунне çулсеренех ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ. Шăпах çак кун Тĕнчери сывлăх сыхлав пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ. Паян республикăра уява халалланă ĕç-пуç нумай пулчĕ. Шупашкар çыннисемпе хăнисене «Сывă пул» акцие йыхравларĕç.