Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çуракие ку эрнере вĕçлесшĕн

Республикăра пурăнакансен 15 проценчĕ коронавирусран прививка тунă.  Ку Раççейри вăтам кăтартуран сахалрах. Тунти кунсерен министерство тата ведомство ертӳçисемпе ирттерекен ларура Олег Николаев муниципалитет ертӳçисене ку ĕçе вăйлатма хушрĕ. Инди, Кăнтăр Африка штамĕ пирĕн пата çитме пултарать, вăл вара малтанхинчен те хăвăртрах сарăлать-мĕн. Олег Алексеевич хăй канмалли кунсенче прививкăн иккĕмĕш тапхăрне тухнине, хăйне лайăх туйнине пĕлтерчĕ. Ларура хускатнă ытти ыйтусем пирки малалла тĕплĕнрех.   



;