Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Лăпланса лармалла мар

Кунсерен республикăра вăтамран 51-54 çын кăшăллă вирус çаклатать. Халĕ çул çитменнисем сайрарах чирленине шута илнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вара 8 пин ытла çыннăн Ковид-19 пулнине çирĕплетнĕ, вĕсенчен 530 ытларахăшĕ — çул çитмен ачасем. Кун пирки эрнекун коронавирус сарăлассипе кĕрешекен оперативлă штаб ларăвĕнче каларĕç.

 



;