Çĕнĕ амбулатори çуртне çĕклеççĕ

Чăваш Енре пĕрремеш пулăшу паракан тытăма вăйлатас тĕллевпе фельдшерпа акушер пункчĕсем, амбулаторисем тăваççĕ. Çĕнĕ специалистсене «Земство тухтăрĕ», «земство фельдшерĕ» программăсемпе ĕçе явăçтараççĕ.