Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сыхлăх эмелне ямаллах

Раççейре каллех коронавирус ертекенсен йышĕ ӳсет, паян Раççейре 11 пин те 699 çынна диагноз лартнă, ку ĕнерхинчен 1 пин ытларах.  Паян республикăра çак муртан сипленме 1160 вырăн хатĕрленĕ. Пине яхăн çын стационарта сипленет. Вĕсенчен 28 проценчĕ чире йывăррăн парăнтарать. Йăшнисенчен ытларахăшĕ 60 çултан иртнисем. Кун пирки коронавирус сарăлассипе кĕрешекен республикăри оперативлă штаб ларăвĕнче каларĕç.



;