Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Кафесене вакцинаци тумасăр кĕртмĕç

Малашне апатлану вырăнĕсене вакцинаци тунине палăртакан QR паллăсăр е тест тунине çирĕплетнĕ хутсăр кĕртмĕç. Çавăнпа та утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен мĕнпур апатлану вырăнĕсен çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме хатĕрленмелле. Кун пирки Чăваш Енре кăшăллă вирус сарăлассипе кĕрешекен оперативлă штаб ларăвĕнче  пĕлтерчĕç. Вăл эрнекун иртрĕ.



;