Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ыйтусене уçăмлатрĕç

Малашне  апатлану  вырăнĕсене вакцинаци тунине палăртакан QR паллисĕр е тест тунине çирĕплетнĕ хутсăр кĕртмĕç. Паянтан, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен мĕнпур апатлану вырăнĕсем çĕнĕ йĕркепе ĕçлеме пуçлаççĕ. Хальлĕхе республикипе 160 пин çын сыхлăх эмелне тутарнă. Ку халăхăн 20 проценчĕ çеç. Камăн прививка тума юрамасть? Сыхлăх эмелĕ çĕнĕ штамран хÿтĕлеме пултарать -и? Республикăра пурăнакансен ыйту нумай. Вĕсене тÿрĕ лини вăхăтĕнче уçăмлатрĕç.

 



;