Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вăхăтра пулăшупа тивĕçтернĕ

Çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килессе кирек кам та чăтăмсăррăн кĕтет. Йĕкĕрĕшсем çуралсан вара ашшĕ-амăшĕн телейĕ икĕ хут пысăкрах. Хăш чухне çут тĕнчене килекен пепкесене медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулать. Йĕпреç районĕнчи нумай ачаллă Калугинсен тин çеç кун çути курнă тĕпренчĕкĕсене  те васкаварлă Республикăри пепкелĕх центрне илсе килнĕ пулнă.  



;