Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сыхлăх эмелне яртараççĕ

Сыхлăх эмелне яни — кăшăллă вирусран сыхланмалли чи шанчăклă мел. Паян Чăваш Енре 287 пине яхăн çын вакцина тутарнă. Вĕсенчен 252 пин ытларахăшĕ икĕ компонента та вĕçленĕ. Çавăн пекех халĕ тепĕр хут сыхлăх эмелне яртаракансем те пур. Вĕсен хисепĕ хальлĕхе 1700 ытларах.