Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх кунĕ QR-кодпа

Республикăра уйăхсерен Сывлăх кунĕ иртет. Ку йăлана 2013-мĕш çултах пурнăçа кĕртме пуçланă. Бассейна, спорт лапамне, тренажер залне тӳлевсĕр кĕме пулать. Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен спорт керменĕсене QR-код ыйтаççĕ. Ку çĕнĕлĕхе эпир те канмалли кунсенче вырăна тухса хакларăмăр. РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Сывлăх кунĕнче бассейна е тренажера лекме маларах телефонпа шăнкăравламалла. Унтан кунта кĕрсен антисептикпа алла тасатмалла, температура виçмелле, маска тăхăнмалла, QR-код кăтартмалла». Спорта юратакансене ку пĕрре те хăратмасть. Пĕрисем çемйипе пĕрле, теприсем тантăшĕсемпе ушкăна пухăнса спорт керменне çул тытаççĕ. ТАТЬЯНА ИЛЛАРИОНОВА: «Паянтан пуçласа эпир бассейна килекенсене QR-кодпа кĕртсе ятăмăр. Паллах, посетительсен йышĕ сахалрах пулчĕ. Никам та хирĕçлекен пулмарĕ. Сертификат илсе килнĕ. Мобильлĕ приложени çинче, хут çинче илсе килеççĕ. Йăлтах йĕркеллĕ сеанссем иртсе пыраççĕ». Аслисем валли те, пĕчĕк ачасем валли те кунта уйрăм бассейн. Кăмăл туличчен чăмпăлтатма май пур. Пĕрре килсе курнисем малалла çак спорт керменне çине-çинех çӳреççĕ теççĕ кунта ĕçлекенсем. АНАТОЛИЙ СЕМЕНОВ: «Пирĕн бассейн 25 метр. Вăл 1 метр та 80 сантиметр тарăнăш. Шывĕ ăшă. Çавăнпа аслисене те, ачасене те килĕшет. Пирĕн патра ĕçлекен 90 проценчĕ вакцина тунă, мĕншĕн тесен эпир çынсемпе ĕçлетпĕр». Татьяна Карпова усал чиртен те, ватлăхран та хăрамастăп тет. Ăста спортсменран кая мар, тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçласа вăхăта кăмăллă ирттерет. Малалла та талпăнса ишет, шыва çурăмпа выртса та – васкамасăр кашни самантпа киленет. ТАТЬЯНА КАРПОВА: «Çан-çурăм ыратнипе бассейна çӳретĕп. Тухтăрсем çапла сипленме хушрĕç. QR-кодсемпе кĕртнине йĕркеллĕ йышăнатăп». Наталья Салихова 8 çулхи ывăлĕпе Дамирпа килнĕ. Шывра чăмпăлтатса шăм-шака çирĕплетекен ачана вĕренӳре те лайăх ĕлкĕрсе пыма пулăшать тет ача амăшĕ. НАТАЛЬЯ САЛИХОВА: «Канмалли кунсенче эпир яланах ишме çӳретпĕр, пирĕн çемье спортпа питĕ туслă. Бассейнри шыв таса, ăшă. Пире кунта питĕ килĕшет. Яланах йăл кулăпа кĕтсе илеççĕ». Кăшăллă вирусран асăрханса сыхлăх шĕвекне шала яртарнин усăлăхне нумайăшĕ сывлăх енчен çеç мар, енчĕкпе те туяççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрре бассейна кĕрсе тухма 12 çултан аслисен 170 тенкĕ тӳлемелле, тренажер залне кăмăллакансен – 150. QR-кодпа спорт керменне тӳлевсĕр кĕрсе самай перекет тума пулать, çемьепе çӳреме те никам та чармасть



;