Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сертификат çул уçать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕ вăя кĕрет. Ку эрнере Чăваш Енре çынсене йышăнакан çуртсенче телефон çинчи QR-кода е хут çинчи справка-сертификата кăтартмасăр малалла иртме çук. Прививка тунине ĕнентерекен сертификат е ПЦР-теста тата нумай пулмасть çеç чирлесе ирттернине çирĕплетекен справка кăтартмалла. Çакăн пирки хыпарланине халĕ нумай вырăнта курма пулать: кафе-ресторанта, мунча-саунăра, салонсенче, театрсенче тата ытти çĕрте. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн халăхпа ĕçлекен пур организацин те çак çирĕп йĕркене пăхăнмалла. Шел пулин те, хальлĕхе çирĕп каланине кашни тивĕçлĕ йышăнмасть. Çакна апатланмалли вырăнсенче пушă вырăн нумаййи те кăтартса парать. Кафе-столовăя килекенсенчен чылайăшĕ çĕнĕлĕхе пăхăнасшăн мар. QR-код йĕркине пурнăçа кĕртме пуçланăранпа икĕ кун иртрĕ. Çак кĕске хушăрах халăх нумай ыйту çĕкленĕ. Усламçăсене QR-код пуррипе çуккине тĕрĕслемелли хушăма телефон çине ăçтан тата мĕнле уçласа илесси кăсăклантарать пулсан, уйрăм çынсем çĕнĕлĕхпе кăмăлсăр пулнине пĕлтереççĕ. АНТОН ГРАБКО: «Халăхран ĕнертенпех çăхавсем килме пуçларĕç. «Ку таранччен эпир ирĕклĕ пурăннă пулсан, халĕ пире пусахлаççĕ», – теççĕ вĕсем. Çынсене эпир йĕрке пуриншĕн те пĕр пулнине ăнлантаратпăр. Чăваш Енре çеç мар, нумай регионта халь çирĕп йĕркене пăхăнаççĕ».



;