Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чиртен сыхланма

QR-код, прививка тунине çирĕплетекен хут. Çак сăмахсем кулленхи пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Чир-чĕртен сыхланмалли чи шанчăклă мел – вакцинаци. Кунсеренех çапла мелпе сыхланас текенсен йышĕ ÿсет. Вĕсем валли республикăра тивĕçлĕ майсем туса параççĕ. Паянхи кун ĕç вырăнĕнчех прививка тутарма пулать. Вĕрентӳ тытăмĕнче тăрăшакансемшĕн вара çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тухтăрсем Кукеç поселокĕнчи лицейри вĕрентекенсем патне те çитрĕç. Шупашкар район сыватмăшĕнче вăй хуракан Эльвира Голубина куллен хи васкавлă ушкăнра вăй хурать. Чăн малтанах вăл хăй çине яваплăх илсе вакцинăна кирлĕ вырăна илсе çитерет. АЛИНА ПЕТРОВА: «Виçĕ бригада йĕркеленĕ. Вĕсем кунĕпе ĕçлеççĕ. Пер бригада икĕ-виçĕ çĕре тухать. Ытларах эпир кил тăрăх кансĕр çынсем патне çӳретпĕр, ватăрах çынсем патне». Паян тухтăрсен ятарлă ушкăнĕ Кукеç поселокĕнчи лицейри вĕрентекенĕсемпе тĕл пулчĕ. Прививка тутарас текенсем малтан терапевт патĕнче тĕрĕсленеççĕ, сĕнÿ-канаш илеççĕ. Тухтăр юн пусăмне, ӳт-пӳ температурине тĕрĕслет. Ачасемпе ĕçленĕ май вĕрентекенсем прививка тутарас ыйтăва мала хураççĕ. Александр Захаров та йывăр чирпе аптраса кĕрешнĕ хыççăн ун пирки пĕрре те иккĕленмест. «Тухтăрсем вырăнах тухса çÿрени, чăнах та, меллĕ», – тет учитель. АЛЕКСАНДР ЗАХАРОВ: «Эпĕ прививка тума шутларăм, мĕншĕн тесен хам чирлесе куртăм, мĕн иккене куртăм, мĕнле йывăр иртет вăл чир. Больницăран тухнă хыççăн уйăх, икĕ уйăх çӳреме йывăрччĕ, давлени ӳсет-чакать, йывăрччĕ». Мобильлĕ ушкăнсем заявка хăваракан кашни учрежденине е ял тăрăхне çитме тăрăшаççĕ. Шупашкар районĕнчи сыватмăшри ушкăн вырăна çитнипе çеç 5060 çын сыхлăх эмелне янă. ЮННА МАЙОРОВА: «Пурте тăваççĕ. Ачасемпе ниçта та тухма çук. Пĕтĕм çĕрте прививка ыйтаççĕ, QR-кодсем. Çавăнпа тума шутланă. Упăшка чирлесе ирттернĕ, йывăррăн ирттерчĕ. Çавăнпа эпĕ те çавăн хыççăн тума шутларăм». Сыхлăх эмелне çын шучĕпе вырăна илсе çитереççĕ. «Енчен те палăртнинчен сахалрах çын çитрĕ пулсан вакцина савăтне тепĕр хутчен сивĕтме юрамаст», – теççĕ тухтăрсем. Чирĕн хăрушлăхĕпе сăмах вĕççĕн çеç мар, тĕпрен паллашакансем вара вакцина кирлех пулнине палăртаççĕ. МАРИНА МИХАЙЛОВА: «Пĕлтĕр анне короновируспа чирлесе çак чиртен сывалаймарĕ. Кăçал ывăл чирлерĕ, вăл часах сывалчĕ. Эпĕ прививка тумалла тесе шутлатăп. Пур çĕртре те вирус пырать. Вăл хăçан та пулсан пырса лекет пире. Çавăнпа тăвасшăн эпĕ, чирлесессĕн те çăмăллăн иртсе кайтăр». Вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракан 20 000 яхăн ĕçчен паяна сыхлăх эмелĕпе усă курнă. АЛЕКСЕЙ ЛУКШИН: «Чăваш Республикинчи паянхи кун вĕрентекенсен 74 процент прививка тунă. Шкулсенче сыхлăх йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Эпĕ хам та прививка тунă. Пурте тусан çеç чире çĕнтерме пултаратпăр».



;