Кăшăллă вирус алхасни, çынсем чылай чирлени шухăшлаттарать, тĕллевлĕ утăм тума хистет. Вакцинаци туни амакран самай сыхланма пулăшать. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлӳ пухакан ют çĕршыв студенчĕсем чире çĕнтерме прививка турĕç.