Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ыйтусем нумай

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен Раççейре канмалли кунсем пулĕç. Çак тапхăрта чир-чĕре сарăлма чарас тĕллевпе йĕркеленĕ чарусене çирĕп пăхăнмалла. Çавна май чылай ыйту çуралать. Лавкка-пасарсем ĕçлĕç-и? Апатланмалли вырăнсен лару-тăрăва шута илсе ĕçе еплерех йĕркелемелле? Аптекăсем ĕçлĕç-и? Тата ытти те. Çĕнĕ чарусемпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатма Чăваш Ен наци радиовĕн студине Чăваш Республикин сывлăха сыхлас тата экономика аталанăвĕн министрĕсен çумĕсем тӳрĕ эфира çитрĕç. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа республикăра суту-илӳ çурчĕсем, пасар таврашĕсем ĕçлеме пăрахĕç. «Чарусен пĕрремĕш тапхăрĕнчи пекех аптека, апат-çимĕç тата куллен кирлĕ таварсене сутакан лавккасем хăйсен ĕçне тăсма пултарĕç», – уçăмалтрĕç тӳрĕ лини вăхăтĕнче. Кафе тавраш тата ытти апатлану вырăнĕн те çак тапхăрта ĕçе урăхла йĕркелеме тивĕ. Малтан QR-кодпа ĕçленĕ пулсан, чарусен тапхăрĕнче килекенсен апат-çимĕçпе вырăнта сăйланма май килмĕ, ăна туянса килте апатланма сĕнеççĕ. Тĕрлĕ организаци ĕçченĕсене апатлантаракан вырăнсем хăйсен ĕçне тăсĕç. Анчах та кунта вăй хуракансен пурин те сыхлăх эмелне янине çирĕплетекен хут е QR-код пулмалла. Апатланма килекенсем те çаплах, QR-код е ПЦР-тест кăтартсан анчах иртме пултарассине уçăмлатрĕç тӳрĕ линире. Çÿç касакан, илем кӳрекен вырăнсем, вулавăш, театр, спорт объекчĕсем, мунча таврашĕсем те хăйсен алăкĕсене хупĕç. Республикăри 9 районта чирлекенсен тата кăшăллă вируса пула пурнăçран уйрăлакансен шучĕ йышлă пулнипе йывăр лару-тăру хуçаланать. Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсенче тата Улатăрпа Çĕмĕрле хулисенче çакна май сыхлăх йĕркине уйрăмах çирĕп пахăнмалла пулĕ. Кунта вăрăм канмалли кунсем маларах, юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнченех пуçланĕç. Итлекенсене çавăн пекех вакцинаци лапамĕсем мĕнле ĕçлени пăшăрхантарчĕ. «Сыватмăшсенче тата вакцинаци пункчĕсенче чарусен тапхăрĕнче те сыхлăх эмелне яртарма май пулĕ», – уçăмлатрĕç эфирта



;