Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вăхăтра асăрхани пĕлтерĕшлĕ

Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕ - пĕтĕм тĕнчери инсультпа кĕрешмелли кун. Чĕре чирне пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлакансем йышлă. Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни пĕлтерĕшлĕ. Амака вăхăтлă сиплени ăна шала кайма памĕ. Пĕтĕм тĕнчери инсультпа кĕрешмелли кунра пирĕн пултаруллăх ушкăнĕ тухтăрсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Шур халатлисем инсульт чир паллисемпе паллаштарчĕç.