Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Йывăрлăхран хăраман тухтăр

Чир-чĕре парăнтарма çирĕп сывлăх çеç мар, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ те кирлĕ. Кашниех чир авăрĕнчен сирĕнме ăнтăлать, сыватмăшри тухтăрсем вара кашни чирлекене çăлма тăрăшаççĕ. Чир-чĕр пуçланнăранпа «шурă халатлисем» кăшăллă вирус хăрушлăхĕ пирки сăмах вĕççĕн çеç мар, унпа куçа куçăн тĕл пулса кунсерен çын пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ май лайăх пĕлеççĕ. Светлана Царегородцева – тухтăр хăй те чир çаклатса ăна парăнтарнă хыççăн канлĕ канăва тухнă пулин те, 70-мĕш теçетке кайнине пăхмасăр каялла – сыватмăшри «хĕрлĕ» лапама таврăннă. Светлана Царегородцева яланах сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшнă. Ĕçре çеç мар, кулленхи пурнăçра та вăл хастарлăхпа уйрăлса тăрать. «Чир-чĕр хăйне йĕрсенех алă усăннăнах туйăнчĕ», – тет вăл. Çапах та мĕн пур вăй-хала ал чăмăрне пухса вăл ура çине тăма тĕллев лартнă. «Кăмăла çĕклеме ал ĕçĕ, çĕнĕ пĕлӳ патне ăнтăлни, тата пурнăçа юратни пулăшнă», – тет вăл. Кăшт кансан вара малалла та ытти çынсен сывлăхĕшĕн кĕрешме вăй-хал тапса тăнине ăнланса илнĕ вăл. СВЕТЛАНА ЦАРЕГОРОДЦЕВА: "Манăн ĕç, чăнахах та, йывăр. Сывлăх çеç мар, чунри хавхалану та хăш-чухне хавшать. Анчах та сыхлăх эмелне шутласа тупни шанăç парнелет. Тĕнчере тĕрлĕ чирсем пулнă – чума, чечче. Вĕсене пурне те вакцина пулăшнипе парăнтарнă». Чылай çул ĕнтĕ вăл васкавлă пулăшупа тивĕçтерекен сыватмăшра вăй хурать. Чир-чĕр пирĕн региона çитсенех тухтăрсем мĕнле сиплемеллине, чир мĕнле хăрушлăх кăларса тăратнине чухлайман та. Апла пулин те кашни пациента ура çине тăратма тăрăшнă. Паян та çаплах, чир куллен вăй илсе пырать пулин те, тухтăрсем тĕрлĕ сиплев мелĕсене хута ярса кашни сипленекенен пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ. МАРИЯ ПАВЛОВА: «Эмелсем кунта питĕ лайăх, пурте пур, питĕ чаплă. Маттурсем». Хăш чухне вара эмел сиплĕхĕ çеç мар, ăшă кăмăллă сăмах та сывтмăшра выртакансемшĕн чун йăпатмăшĕ пулса тăрать. Малалла та пурнăç илемĕпе йăпанма, сывлăхшăн кĕрешме хистет. Ĕçтешсемшĕн вара Светлана Ивановна яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче. – Светлана Ивановна питĕ лăйăх тухтăр. Пациентсем ăна питĕ юратаççĕ. Ĕçе килнĕ килменех тĕрлĕ ыйтусем параççĕ. Çирĕплĕх, ăнтăлу, пурнăçа чунтан юратни, хастарлăх тата чунри хавхалану туйăмĕ хăйĕн пурнăçне çеç мар, пин-пин çыннăн сывлăхне упраса хăварма хистет те ăста тухтăра