Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вакцинаци сертификатне çĕнетнĕ

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнчен Раççейре вакцинаци сертификатне çĕнетнĕ. Çак хушупа Раççейри сывлăх сыхлавĕн министерствин интернет-порталĕнче паллашма пулать. QR-код документне электронлă майпа патшалăх пулашăвĕсемпе тивĕçтерекен сайтра илме май пур. Сыхлăх шĕвекне шала яртарнă хыççăн виçĕ кунран параççĕ ăна. Патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен портал çăмăллăхĕсемпе усă куракансем хăйсен тĕллĕн çак интернет тетелне кĕрсе вакцина тутарнă хута пичетлесе кăларма та пултараççĕ. Унсăр пуçне Нумай енлĕ пулăшу паракан центра та çитсе çак документа параççĕ. Ку свидетельствăна электронлă майпа вырăс тата акăлчан чĕлхисемпе тӳрех хатĕрлеççĕ. Сертификатра сыхлăх шĕвекне шала яни, хăçан çак амакпа чирлесе ирттернине, ревакцинаци иртнине тата ытти усăллă информаципе паллашма май пур. Информаци технологийĕсем вăй илсе пыраççĕ пулин те вĕсем те чăхăмлаççĕ иккен. Шăпах чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççейре, çак шутра Чăваш Енре те – сыхлăх шĕвекне шала яртарнисем QR-кодăн ĕçлев вăхăчĕ кĕскелнине палăртнă. Уйрăмах пĕрремĕш çур çулта вакцина тутарнисене QR-кодсăр кĕртмен. Кун каçипе республикăри Цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина ку пăтăрмаха татса пани çинчен пĕлтернĕ. КРИСТИНА МАЙНИНА: «Ковид-19-па чирлесе ирттернине кăтартакан антителасем нумай пулсан та çынсене QR-код памаççĕ. Ку ыйтăва уçăмлатма эпир Раççейри сывлăх сыхлавĕн мининстерствипе те канашларăмăр. Çавăнпа та килте, медицина пулăшăвне илмесĕр кăшăл вирусран сипленекенсен ПЦР-тестпа тĕрĕсленмелле е вăхăт çитсен сыхлăх эмелне шала яртармалла».



;