Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«Тавтапуç, тухтăрсене» пуçару

«Тавтапуç тухтăрсене» пуçару республикăра вăй илсе пырать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ырă çак пуçарăва хутшăнса сыхлăх хатĕрĕсене, санитайзерсене тата ытти усăллă тавара хăйсен укçисемпе туянса кунĕн-çĕрĕн хĕрлĕ зонăра кăшăл чирпе кĕрешекен тухтăрсене парнелерĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Чăваш Енри вăрçă ветеранĕсен клиника госпитальне, васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăна çитрĕç. Мĕн тĕллевпе? Вĕсем унта сипленме мар, кăшăл чирпе талăкĕпех кĕрешекен тухтăрсене сума суса кайнă иккен. Пархатарлă çак пуçарăва чăваш депутачĕсем хаваспах хутшăннă. «Тавтапуç, тухтăрсем» акципе килĕшӳллĕн тĕрлĕ тавар туянса тухтăрсене парнелерĕç. ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Коробкăсенче чей, кофе, печени тата ытти чай ĕçмелли пылак çимĕçсем. Эпир çак икĕ пысăк больницăна тивĕçтерме депутатсен икĕ машинине паратпăр. Çак акцине пур депутатсем те хутшăнчĕç. Тухтăрсене килсе тав сăмахĕ калани пирĕншĕн питĕ пысăк чыс». Шурă халатлисем кĕтмен çĕртен илсе килнĕ парнесемшĕн питĕ савăннă. Тепĕр чухне ырă сăмах калани ывăннине ирттерекен эмел пекех. ТАТЬЯНА ЯКИМОВА: «Кашни çынна кăмăллă. Паллах, пире те – врачсене, хĕрлĕ зонăра ĕçлекенсене кăмăллă кун пек. Хĕрлĕ зонăра ĕçленĕ чухне чей ĕçсе тăма май çук. Çавăнпа та унтан тухсан каннă чухне çеç чай ĕçме, апат çиме, кăштах канма пулать». Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче сыватмăшра вăй хуракансен канма вăхăт çукпа пĕрех. Курупккасенче чей, кофе, печени тата ытти апат. «Санитайзерсем те питĕ кирлĕ хальхи вăхăтра», – тесе тав турĕç депутатсене тухтăрсем. Регина Кубайкина, Татьяна Молокова, Юрий Марков