Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Кĕмĕл ӳсĕмрисем те сыхлăх эмелĕшĕн

Кăшăллă вирус куллен вăй илсе пырать. Çакна май сыхлăх эмелне шала яртарас текенсен шучĕ те ӳсет. Тухтăрсем палăртнă тăрăх, вакцинаци – чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел. Чир-чĕр вара ытларах чухне аслă ăрури çынсем патне çулăхать. Хăйсен тата çывăх çыннисен сывлăхĕшĕн яваплăха туйса кĕмĕл ӳсĕмрисем те вакцинаци тăвас шухăша ырлаççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Канаш районĕнчи сыватмăшра аслă ăрури çынсемпе хутшăнчĕ. Аслă ăрури çынсен сывлăхĕ черчен. Çакна май кăшăллă вирус çеç мар, ытти чирсем те вĕсен çумне çулăхаççĕ. Шала кайнă чирсем вара кăшăллă вируспа пĕрле организмра вăй илсен кĕмĕл ӳсĕмрисен сывлăхне тата та пысăк сиен кӳрет палăртаççĕ тухтăрсем. Сыватмăша килекенсем те çакна ăнланаççĕ. Ангелина Иванова яваплăха туйса ревакцинаци тума килнĕ. АНГЕЛИНА ИВАНОВА: «Эпир ватă çынсем чирлесрен хăратпăр. Çавăнпа вакцинаци тăвас тесе шутларăм. Пĕрремĕш укола эпĕ 16-мĕш февральте тунă, иккĕмешне – 9-мĕш мартра, виççĕмĕшне – 23-мĕш октябрьте. Халь виçĕ эрнерен тăваттăмĕш укол пулать». Сыхлăх эмелне яриччен тухтăрсем сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Укол тунă хыççăн ăна тимлеççĕ. ГАЛИНА АРТЕМЬЕВА: «Утмăлтан иртнĕ çынсене вакцинаци тума çынсем килеççĕ. Вĕсем юлашки вăхăтра нумайрах килме пуçларĕç. Вĕсем ăнланчĕç, утмăлтан иртнĕ çынсем нумайрах чирлеççĕ. Вĕсен ытти чирĕсем те нумай. Çавăнпа та короновирус чирĕпе чирлес пулсан вĕсен сывлăхĕ тата хытăрах хавшать». Канаш районĕнче аслă ăрури çынсем кăшăллă вирусран сыхланас тĕллевпе йышлăн вакцинацие килеççĕ. Мобильлĕ ушкăнсем вара киле тухса çӳреççĕ. СЕРГЕЙ ШЕРНЕ: «Пирĕн населени 25 817 çын пулсассăн. Паянлăха пĕрремĕш компанент 13 385 çын тунă. Процентпа 52 процент пулать. Утмăлтан халăх пирĕн Канаш районĕнче 7 306, тунă вакцинацине 4 491. Вăл 61 процент пулать». Сыватмăшра черетсем çук. Кашниех тухтăр патне çăмăллăнах лекме пултарать. Маргарита Мельникова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев



;