Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăха тĕрĕслеттерме çăмăлрах пулĕ

Чăваш Енре «Мендицина пулăшăвĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси» программа ăнăçлăн пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн çулталăк вĕçлениччен Канаш районĕнче 3 медицина учрежденийĕ хута каймалла. Строительство тата юсав ĕçĕсем еплерех пынине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитсе паллашрĕ. Çăмăллăхсемпе усă курса сывлăха пахалăхлăн тĕрĕслеттерме Пайкилт ялĕнче пурăнакансем тахçанах ĕмĕтленнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Амбулаторинче ăшă тытăмĕ начар ĕçлени, вĕри шыв пулманни шур халатлă ĕçченсене час-часах чăрмав кăларса тăратнă. Çурла уйăхĕнче тинех кĕтнĕ самант çитнĕ. Ку ĕçе ятарлă программа пулăшнипе пурнăçлаççĕ. ЭРНСТ ИЛЬИН: «Эпир пулăшатпăр Пайкит ялĕнчен, Тăрăн, Катек ялĕнчи пациентсене, кунта темĕн тĕрлĕ пациентсем те килеççĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра питĕ тăрăшса ĕçлетпĕр çынсем коронавируспа ан чирлеччĕр тесе. Халь эпир ялти клубра ларатпăр та, унта пур пĕрех кăшт сивĕрех те, ĕçлеме те пит меллĕ мар, çавăнпа та чÿк уйăхĕн вĕçĕнче, раштав уйăхĕ пуçлансассăн çак стройка пĕтессе шанатăп». Çĕнелекен сиплев çуртĕнче 3 вырăнлă станционар, процедура ирттермелли, прививка тумалли пӳлĕмсем, ача-пăча, гинекологи, шăл тухтăрĕн кабинечĕсем пулĕç. Эмел туянма та таçта инçете каймалла мар. Ухман ялĕнчи амбулаторие те çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Хальлĕхе унта сĕтел-пукан тата ытти хатĕр-хĕтĕре вырнаçтармалли ĕçсем юлнă. Вăхăтлăха шур халатлă ĕçченсем пациентсене шкулти пӳлĕмсенче йышăнаççĕ. Çакă вĕренӳ тапхăрне чăрмав кӳмест, мĕншĕн тесен ачасем шкулта юсав ĕçĕсем пынăран хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе пĕлӳ илеççĕ. ОЛЬГА АЛЕКСЕЕВА: «Çак ремонт пĕтнĕ çĕрелле куçса пĕтме шухăшлатпăр. Пирĕн участокра 1369 çын шутланать, çак офиса 5 ялти çын килсе тăрать. Ухман, Чиршкасси, Девлизерово ялĕ тата Тулькуй». Шуркасси ялĕнче те çитес эрнере çĕнĕ фельдешерпа акушер пункчĕ хута каймалла. Паянхи пурнăçпа пĕр тан утма, хальхи йышши техникăпа ĕçлеме май пурришĕн хĕпĕртеççĕ ĕçченсем. ЛЮДМИЛА СТЕПАНОВА: «Çĕнĕ Фапсем, чăнах та, питĕ илемлĕ, капăр çуртсем, пуринче те унта ăшă, хитре, çутă. Ĕлĕкхи Фапсенче сивĕ пулнă пирĕн. Шыв кĕмен, шыв тухман, туалет пулман, кусем вара чăнах та пурте ăшă, таса, мебельсем çĕнĕ». Канаш районĕнчи сиплев учрежденийĕсенче строительство тата тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме 20 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Ĕç кунпа çеç вĕçленмест-ха. СЕРГЕЙ ШЕРНЕ: «Тепĕр çултан ĕнтĕ пирĕн çĕнĕ поликлиникăн строительстви пуçланать, Шăхасанта. Вăл 3 çула тăсăлать, эпир çĕнĕ поликлиникăна питĕ кĕтетпĕр, 4 хутлă пулать». Улшăнусем ял çыннисене те савăнтараççĕ. Çĕнĕлекен сиплев çурчĕсене халăх сывлăх тĕрĕслеттерме тулли кăмăлпах çӳреме хатĕр. Юлия Адюкова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев