Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«Иккĕмĕш пурнăç» парнеленĕ

Кăшăллă вирус пепкесене те шеллемест. Юпа уйăхĕнче тĕп хулари инфекци уйрăмне 3 уйăхри пепкене васкавлă илсе çитернĕ. Реанимаци уйрăмĕнче тухтăрсем пĕчĕкскерĕн пурнăçĕшĕн кĕрĕшнĕ. Вĕсем тăрăшнипех ачана иккемĕш пурнăç парнеленĕ. Паян амăшĕпе пепкине сывăтмăшран киле кайма ирĕк панă. Паян Марина, пепке амăшĕн чунĕ савăнăçпа тулнă. Яковлевсен çемйи телейлĕ, вĕсем киле таврăннă. Анчах та сыватмăша килсенех компьютер тамографийĕ ачан ӳпкине чир-чĕр пĕтĕмпех сиен кӳнине пăлăртнă. 3 эрнене яхăн тухтăрсем ачан сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ. Пĕчĕк пациента куллен тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ. Каярах амăшĕпе пĕрле стационра сипленме вырттарнă. МАРИНА ЯКОВЛЕВА: «Виçĕ эрне таран пирĕн Андрей реанимацинче выртрĕ. Унти тухтăрсене питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пирĕн ачан сывлăхĕшĕн çĕр çывăрмасăр вĕсем кĕрешнĕ. Пирĕн ача та маттур – кĕрĕшнĕ хăйĕн сывлăхĕшĕн, пурăнассишĕн. Питĕ пысăк тав сăмахĕ пирĕн тухтăрсене. Упрăр, ачасене упрăр, хăвăр сывлăха упрăр». Палăртса хăвармалла, паянхи куна инфекци уйрăмĕнче 100 ача кăшăллă вирусран сипленет. Вĕсене пурне те кирлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ