Ял пĕтмест

Пилĕк фельдшерпа акушер пункчĕ, тухтăр амбулаторийĕ, тĕпрен юсанă пĕлӳ çурчĕ. Çĕнĕ объектсем юхма тăрăхĕнче пĕрин хыççăн тепри уçăлчĕç. Патăрьелсемпе пĕрле савăнăçа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пайларĕ. «Çĕннине хаклама киввинче ĕçлесе курмалла. Хамăра мĕнле йывăр пулсан та халăхшăн тăрашнă», – тет Тăрăн ялĕнче пурăнакан Зинаида Шекеева. Вăл 40 çула яхăн кивĕ сыватмăшра фельдшерта тăрăшнă. ЗИНАИДА ШЕКЕЕВА: «Эпир клуб çумĕнчи пӳлĕмсенче кăна ĕçленĕ. Унта сивĕ, тĕттĕм, çутă çитместчĕ. Хăш чухне эмел те çитмен, бинт та». «Çамрăк пулсан çĕнĕ çурта тепре ĕçлеме килĕттĕм. Кунта халĕ пĕтĕм май пур. Ĕçтешсемшĕн питĕ савăнатăп», – палăртать Зинаида Евгеньевна. Чăнах та, хальхи сыватмăшра çĕнĕ хатĕр-хĕтĕр, шыв çурта кĕрет, юхса тухать. АЛИНА ЛЯЛЬКИНА: «Кунта çутă, таса, ăшă. Компьютеризаци кунта пирĕн. ЭКГ аппарачĕ пачĕç пире ĕçлеме». Ялта федльшерпа акушер пунктне уçни тăрăнсемшĕн пысăк савăнăç. Малтан кирек мĕнле ĕçпе те район больницине кайнине палăртаççĕ кунта пурăнакансем. ПЕТР ДУМИЛИН: «Ялта пулни питĕ те лайăх. ФАПа ытларах ватăрах çынсем çӳретпĕр, çавăнпа питĕ кăмăллă ял халăхĕ. Патăрьеле кашни çын çӳреймест. Пурин те тимĕр ут çук. Ялта кирлех тесе шутлатпăр». Ишлĕ, Патăрьел, Каншел, Терĕньел. Асăннă ялсенче те пысăк савăнăç. Вĕсенче Тăрăнри евĕр фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Шăнкăртансем вара чи телейлисем темелле. Кунта икĕ хут уяв. Салара тухтăр амбулаторине тата çĕнетнĕ пĕлӳ çуртне уçрĕç. Пӳлĕмсем çитменнипе кунта виçĕ хутлă хушма çурт купаланă. АЛЬБИНА АБЫТОВА: «Çĕнĕ корпус пулнипе халь виççĕмĕш эрне вĕренетпĕр. Ачасем пĕрремĕш сменăра вĕренеççĕ. Иккĕмĕш сменăра тĕрлĕ кружоксене çӳреççĕ вĕсем». Çĕнетнĕ шкулта майсем чылайрах. Ачасен çитĕнĕвĕсем те вĕрентекенсене савăнтармалла. Алексей Зотиков, Екатерна Никитко, Георгий Кривошеин