Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чĕрене пулăшаççĕ

Чăваш Енре «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ туллин пурнăçланса пырать. Унпа килĕшӳллĕн кардиологи диспансерĕнче çĕнĕ ангиограф хута кайнă. Оборудовани тĕрлĕ операци тума май парать. Хатĕрпе тата сиплевĕн расна меслечĕсемпе паллаштарма Астраханьрен Шупашкара Анатолий Ларинов хирург килнĕ. Операци мĕнле ирттернине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ хăй куçĕпе курчĕ. Анатолий Ларинов тухтăр каланине медицинăпа çыхăнман çынна ăнланма питĕ йывăр. Чĕре патне пыракан тымарсем ерипен хупăннипе юн унта сахал çитет. Çын çакна сисмесен те пултарать, анчах та унăн сывлăхĕ хавшакланать, чĕре хытăрах тапма пуçлать. Шур халатлă тухтăр каланине ахаль сăмахпа çавăн евĕр ăнланмалла. Операци ирттернĕ вăхăтра пациент тăнне çухатмарĕ, экран çинче сăнаса выртрĕ, вăхăт-вăхăт тухтăрпа та калаçса илчĕ. Анатолий Александрович çакăн евĕр операцисене сакăр çул ирттерет. Çак çул çине тăма ăна Итали профессорĕ Альфредо Галасси пулăшнă. Халĕ вăл ытти ĕçтешне вĕрентет. ГАЛИНА ИВАНОВА: «Ангиограф операцисене нумайрах тума пулăшать. Кардиологипе чирлекен çынсен анчах мар, онкологипе эндокринологипе енĕпе чирлекен çынсене питĕ пысăк пулăшу парать». Кунашкал операци хыççăн çын темиçе кун сыватмăшра выртмасть, тӳрех ура çине тăрса утма пултарать. Организм ĕç-хĕлне вăл сиен кӳмест. Алексей Зотиков, Татьяна Молокова, Сергей Емельянов