Шур халатлă ĕçченсене тав туса – концерт
Кулленех кăшăллă вируспа тата ытти чир-чĕрпе Чăваш Енре пин-пин шур халатлă ĕçчен кĕрешет. Хăйсене шĕллемесĕр, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшакан сиплевçĕсене халлалласа Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче концерт йĕркелерĕç. Унта республикăри тĕрлĕ ял-хулара вăй хуракан медицина ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Шурă халат, маска тата сиплев çурчĕ. Чир-чĕрпе çыхăннă йывăр лару-тăрăва пăхмасăр ыррине ĕненсе кунсеренех ĕçе васкаççĕ медицина ĕçченĕсем. Халăха пулăшу кӳресси – вĕсен тĕп тивĕçĕ çеç мар, чун ыйтни те. Çĕнĕ Шупашкарти сыватмăшри инфекци уйрăмĕн ĕçченĕсем Галина Яковлевăпа Тамара Павлова пандеми пуçланнăранпах кăшăллă вируспа чирленĕ çынсемпе ĕçлеççĕ. Чылай чухне кану кунĕ çеç мар, кану сехечĕ-минучĕ çинчен те манаççĕ вĕсем. Çавăнпа та ыркăмăллăх концерчĕ вĕсемшĕн парне евĕрех пулнине палăртаççĕ. ГАЛИНА ЯКОВЛЕВА: «Малтанах ĕçе тухма хăранă пĕрремĕш кун, питĕ вăйлă хăранă, чĕтре-чĕтре тухнă ĕçе. Йывăр, паллах, пĕтĕм энерги те пĕтет. Кашни çынна ăнлантармалла, кашни çынпа пĕрле чирлесе ирттермелле çав чире. Чунтан-чĕререн савăнса пăхса лартăмăр концерта, питĕ килĕшрĕ, чунтан прям кантăмăр». Шур халатлă ĕçченсене уяв йĕркелеме «Пулăшма вăхăт» ыркăмăллăх фончĕ, «Пĕрле» аталану фончĕ, Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ тата Чăваш Республикин Правительстви пулăшнă. Сцена çинче çĕршыври паллă арт-ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Юрă-кĕвĕ урлă янăранă тав сăмахĕсене савăнăçпа та, çав самантрах куççуль витĕр те йышăнчĕç куракансем. СВЕТЛАНА ХАРИТОНОВА: «Хирургсен ĕçĕ, паллах, йывăр ĕç, çăмăл мар. Кун пек йывăр ĕçсем хыççăн пирĕн концерт, паллах та, лайăх пулчĕ, килĕшрĕ мана питĕ. Çакăн пек концерта пире чыс туса чĕнни, паллах, питĕ хавхалантарть». Пархатарлă ĕçре чылай çул тăрăшакансене хисеп хучĕсемпе тав турĕç. «Уяв каçĕ кашни медицина ĕçченне хаваслă кăмăл-туйăм парнеленипе пĕр танах малашне те тăрăшса ĕçлеме çирĕп вăй-хал хушрĕ», – палăртрĕç куракансем. Юлия Адюкова, Игорь Зверев