Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Кашнин ăнланмалла

Кăшăллă вирус «çамрăклансах» пырать. Шкулта, ача садĕнче чирлекенсем те пур. Чире ансатрах ирттерме вакцинаци пулăшмалла. «Çул çитмен ачасене те прививка тумалла», – палăртрĕ çак кунсенче Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Михаил Мурашко. Сыхлăх эмелне ăша ярассипе çыхăннă ыйту сахал мар. Вĕсене тӳрĕ лининче сӳтсе яврĕç. Ачасене прививка тумалли хушу Чăваш Енре хальлĕхе пулман. Анчах та тухтăрсем ку мел пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртаççĕ. Ачасемпе пĕрлех ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсен те сыхлăх эмелне яртармалла. Прививка амăшне те, пепкене те упрĕ. АЛЕКСЕЙ ДЕМАКОВ: "Ача çуратнă чухне амăшсем икĕ хут ытларах вилеççĕ. Йывăрланнă хĕрарăмсен 80 проценчĕ кăшăллă вирус çаклатса пурнăçран уйрăлать. Çураличченех вилнĕ тĕслĕхсем икĕ хут чылайланнă». Çĕнĕ Шупашкарта эрнере 100-е яхăн çын кăшăллă вирус çаклатать. Ку муртан чирлекенсен йышĕ те ӳсет. «Прививка туни чиртен сыхланма е ăна çăмăллăн ирттерме пулăшмалла. Çакна кашни çыннăн ăнланмалла», – палăртаççĕ шурă халатлисем. Тӳрĕ лининчи тепĕр ыйту – Çĕнĕ çул уявĕсем. Аса илтеретпĕр, шкулсемпе ача сачĕсене ашшĕ-амăшне кĕртеççĕ. Паллах, QR-код е чирлеменнине çирĕплетекен хут пулсан. Алексей Зотиков, Татьяна Молокова, Игорь Зверев 



;