Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Юсав ĕçĕсем хыççăн çĕнĕлле ĕçлĕç

Чир-чĕр алхаснă тапхăрта сывлăх сыхлав тытăмне йывăр килчĕ, анчах та тухтăрсем йывăрлăхсене пăхмасăр малалла ырми-канми вăй хураççĕ. Çĕнĕ çулхи уяв çывхарнă май вара «Тавах сире, хаклă тухтăрсем» акципе килĕшӳллĕн ыттисен пурнăçĕшĕн кĕрĕшекенсене ырă сăмах калас текенем, пылак парнесемпе савăнтарас текенсем йышлă. Тĕп хуламăрти Кăнтăр-Хĕвеланăç районĕнчи 2-мĕш поликлиника ĕçченĕсемшĕн уйрăмах пысăк уяв. Сыватмăш тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн алăкĕсене уçрĕ. Тĕп хуламăрти Кăнтăр-Хĕвеланăç районĕнчи 2-мĕш поликлиникăна медицина пулăшăвĕ илме куллен вун-вун çын килет. Юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн малашне кунта тухтăрсенчен пулăшу ыйтма тата та меллĕрех пулĕ. Çывхарса килекен асамлă уявпа саламлама çитнĕ сумлă хăнасене çутă та илемлĕ, хăтлă сыватмăшра кĕтсе илчĕç. Кунта вăй хуракансем те улшăнусемпе кăмăллă. ОЛЬГА АРЛАНОВА: «Пирĕн паян питĕ пысăк савăнăç. Поликлиника тĕплĕ юсав хыççăн уçăлчĕ. Кунта халĕ çутă, питĕ илемлĕ. Эпир тулли кăмăлпа ĕçлеме хатĕр». Сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева çĕнелнĕ сыватмăша тишкерчĕç. Кунта вăй хуракан тухтăрсене малалла ĕçлеме вăй-хал, чăтăмлăх сунчĕç, çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕпе саламларĕç. Чăваш Республикин Хĕрарăмсен канашĕ вара тухтăрсене кăмăллă, пылак парнесемпе хавхалантарса тав сăмахĕ илсе çитерчĕ. Кунта вăй хуракан медицина ĕçченĕсем парнесемпе кăмăллă. ЭЛЬВИРА ЯКОВЛЕВА: «Питĕ таса, çутă халь, ăшă, пĕтĕмпех питĕ хитре. Пĕтĕм кăмăлпа ĕçлессе шанатпăр. Хăнасем нумай килчĕç паян пире саламлама, пирĕншĕн пурте савăннипе эпир те савăнатпăр. Паллах ĕнтĕ, вĕсем пушă алпа килмен. Пурте парнесемпе килнĕ, пылак парнесемпе, витаминлă парнесемпе темелле. Çавăншăн та савăнатпăр, пире хисепленĕшĕн». Çĕнĕ çула – çĕнелнĕ сывтмăшра. Кунта вăй хуракансем малалла тулли вăй-халпа ĕçлеме хатĕр. Шăпах çак кунсенче вĕсем пациентсене те йышăнма пуçлаççĕ. ГАЛИНА СТЕПАНОВА: «Ĕçлеме питĕ хавас. Лайăх туса пачĕç. Шап-шурă, таса, тухтăрĕсем те хитре». «Асамлăха ачасем çеç мар, аслисем те ĕненеççĕ. Кун пек çутă ĕç вырăнĕ парнелени пирĕншĕн чăн -чăн асамлăх», – палăртаççĕ кунта вăй хуракансем. Маргарита Мельникова, Игорь Зверев