Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Киленĕç саманчĕ сыватмăша илсе çитернĕ

Хĕллехи канмалли кунсенче чылайшĕ вăхăта кăмăллă та усăллă ирттерме тăрăшнă, анчах та хăш чухне савăнăç саманчĕ инкеке куçать. Хальхи вăхăтра аслисем те, кĕçĕн ӳсĕмрисем те вĕрсе хăпартнă çаврака çунасемпе ярăнма кăмăллаççĕ. Шел те, хăш чухне тăвайкки айккинчен ярăнса ансанах сыватмăша сипленме çул тытма тивет. Инкек сиксе тухнине ăнланмасăр ачасем хаваслăн йăл кулаççĕ. Жанна Ильина вара тăвайккинчен ярăнса анса паян сыватмăшра сипленет. Вĕрсе хăпартнă çунапа майлă мар ӳксе вăл çурăм шăммине суранлатнă. Çĕнĕ çулхи уяв кунĕсенче, шăпах, тухтăрсенчен пулăшу ыйтма килекен ачасем йышлă. СЕРГЕЙ СЕРГЕЕВ: «Пирĕн отделенинче паянхи кунта 18 çын выртать, çурри вĕсенчен – 9-шĕ ватрушкăпа е тюбинкпа хăйсене сиен кӳртнĕ. Çур халăхĕ пуç мимине чĕтретнĕ, пуç шăммисне хуçнă. Икĕ хĕрача вара çурăм шăммине хуçнă». Инкек сиксе тухсан тухтăрсем тӳрех сыватмăша васкама хушаççĕ. Сурансене вăхăтра тимлĕх уйăрмасассăн вĕсем кайран та шар кăтартма пултараççĕ. СЕРГЕЙ СЕРГЕЕВ: «Çавăн пек суранланнă япаласене сиплемесен, пуç мими чĕтренсен пурнăç вĕçĕчченех пуç ыратма пултарать, çурăм шăммине ыраттарсан, сиплемесен çулталăкран шăмă çинче восполени пулать». Пуç мимине сиен кӳни, пуç шăмми хуçăлни тата ал-урана хуçнă хыççăн ачасен чылай вăхăт сипленме, вăй пухма тивет. «Каярах вара вырăнти тухтăрсенчен сĕнӳ-канаш ыйтса чылай вăхăт ачана сăнаса тăмалла», – палăртаççĕ тухтăрсем. Уяв кунĕсенче ытти инкек те сиксе тухма пултарать. ЕКАТЕРИНА ПРОКОПЬЕВА: «Çиччĕмĕш январьте эпир больницăна лекрĕмĕр. Пирĕн ача манăн упăшкапа вылярĕç. Хул пуççи çинчен ӳкрĕ. Тытса çитерейменнипе аллине хуçрĕ». Ытти ачасем кану тапхăрĕ хыççăн пĕлӳ пухма утаççĕ пулсассăн республикăри ача-пăча сыватмăшĕнчи ачасем хальлехе малалла сипленеççĕ. «Асăрханулăх! Тимлĕх! Çакă чылай чух пурнăçа сыхласа хăварма пулăшать», – палăртаççĕ тухтăрсем. Маргарита Мельникова, Анна Цинтовская, Николай Скворцов