Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хăвăрт та меллĕ

Шупашкарти çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче куç микрохирургийĕн больницин уйрăмĕ уçăлчĕ. Çĕнĕлĕх ку районта пурăнакансемшĕн уйрăмах меллĕ. Малашне вĕсем куç çивĕчлĕхне тĕрĕслеме аякра вырнаçнă больницăна çӳремĕç. Çурçĕр-хĕвеланăç районĕнче пурăнакансем тинех куç çинче операци тунă хыççăн сывлăха тĕрĕслеме тата сипленме тĕп больницăна çӳремеççĕ. Виçĕ уйăх каялла уçăлнă сиплев çурчĕн ĕç тухăçлăхĕ куç умĕнче. ТАТЬЯНА АРСЕНТЬЕВА: «Çак виçĕ уйăх хушшинче эпир пирĕн отделение 608 çынна йышăннă. Вĕсенчен 409 çынна консервативлă тата аппаратлă сиплев пулăшу панă. Çавăнпа та пирĕн пациентсем питĕ савăнаççĕ. Ку районта пурне те лайăх, кăмăллă çак отделени уçăлнăшăн». Куç микрохирургийĕн больницине хальхи йышши офтальмологи хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Çакă çынсен куç чирĕсене вăхăтра сыватма, профилактика ĕçĕсене пурнăçлама май парать. Елизавета Цветкова, Анна Цинтовская, Бахтияр Велиев



11 января 2022
13:44
Поделиться
;