Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вăхăтлă пулăшу панă

Хĕллехи каникул – камшăн чăн-чăн кану пулсан, шур халатлисен вара савăнма та вăхăт çук. Республикăри катастрофа медицини тата васкавлă пулăшу центрне çеç раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 10-мĕшĕччен 13 000 ытла шăнкăрав çитнĕ. Ал-урана шăнтнă, ӳте çунтарса илнĕ, ярăннă чухне пырса тăрăннă тата ытти те – сăлтавĕ нумай. Салют, фейерверк – Çĕнĕ çул уявĕ вĕсемсĕр иртмест. Анчах та сирпĕтекен хатĕрсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăха пăхăнманни синкеке алăкран шаккама май парать. Хĕллехи канмалли кунсенче çеç ку енпе республикăра 10 çын сиенленнĕ. Вĕсене çийĕнчех медицина пулăшăвĕ панă. Хăрушлăх кăларса тăратаканни тата та пур. Акă Чăваш Енре юлашки çулсенче нумайăшĕ вĕрсе хăпартнă çунасемпе ярăнса шар кураççĕ. Вăрăм канмалли кунсенче çеç 46 çыншăн киленĕç инкекпе вĕçленнĕ. Тăвайкки ытларах ачасене илĕртнине шута илсен, тюбингпа ярăннă 42 шăпăрлан ашшĕ-амăшне канăçсăрлантарнă, шур халатлисенчен пулăшу ыйтнă. ВАЛЕНТИНА ТЕЛЬЦОВА: «Çав çынсем хушшинче питĕ йывăр аманнисем те пур. Пĕр 10 çулхи арçын ача хăвăрт çӳлтен ярăнса анса йывăç çине тăрăнса пуç мимине амантнă. Ăна медицина бригади республика больницине илсе кайнă. Халь вăл çавăнта сипленет». Çĕнĕ çулăн пуçламăшĕнче çанталăк улшăнса тăчĕ: сăмса тăррине шартлама сивĕ те чĕпĕтрĕ, çав вăхăтрах юрпа хутăш çумăр çуни те пулчĕ. Хальхинче ӳт-пĕве шăнтнă хыççăн 14 çынна пулăшу кӳнине шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтарту 20-пе танлашнă. Шар курнисен йышĕнче 24 çулти те, 80-ри те пур. Аслă ăрурисем шуса ӳксе сивĕ çĕрте выртнипе шар кураççĕ пулсан, çамрăксен инкекĕ – пыра хаяр шĕвекпе чӳхени. ВАЛЕНТИНА ТЕЛЬЦОВА: «Кăçалхи çул ĕçсе аманнисем нумайрах, çав вăхăтрах пĕр хĕрача пирки каласа хăварас килет. 14 çулхи пĕр хĕрача нумай эрех ĕçсе комăна кайнă. Ăна çăлма 3 медицина ушкăнĕ тăрăшнă. Паянхи куна хĕрачана çăлса хăварнă. Анчах та унăн организмĕ малалла мĕнле йывăрланнине хальлĕхе никам та пĕлмест». Вăрăм канмалли кунсенче çанталăк ăшăрах пулчĕ, çакă та инкек-синкек сахалтарах пулни çине витĕм кӳнине палăртаççĕ тухтăрсем. Хĕл кунĕсем вĕçленмен-ха, çавăнпа та сывлăх хамăртан нумай килнине мала кăларса асăрануллăрах пулмаллине калаççĕ шур халатлисем. Алина Сусметова, Ольга Артьемьева, Игорь Зверев



11 января 2022
13:43
Поделиться