Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чир аталанас хăрушлăх пур-и?

Кăшăллă вирусăн «Омикрон» ятлă штамĕ республикăра пурăнакансемшĕн те паллă сăмах пулса тăчĕ. Иртнĕ эрнере çак амака пĕр çын çаклатнине тупса палăртнă. Халĕ вăл изоляци уйрăмĕнче сипленет, хăйне лайăхах туять.Çитес вăхăтра Чăваш Енре «Омикрон» штамĕ аталанас хăрушлăх пур-и? Палăртнă чирпе шур халатлă ĕçченсем кĕрешме хатĕр-и? Çивĕч ыйтусене тĕпчеме пирĕн пултарулăх ушкăнĕ республикăри клиника сыватмăшне çул тытрĕ.



;